Новости по теме

15 Ака, 2026

Сумкăри телефонран пушар тухнă

Ĕнер Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче пĕр вăхăт занятисене татма тивнĕ. Сăлтавĕ – сумкăра выртакан юсавсăр гаджет хыпса илнинче. Вăл пĕрремĕш хутра хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре выртнă. Çулăм алхасма тытăнсанах тумтир çине сиксе ÿкнĕ. Кĕçех пушар тухнине систерекен асăрхаттару сигналĕ янăраса кайнă, тĕтĕм сарăлакан çуртран 335 çынна илсе тухнă. Аслă шкулта ĕçлекенсем çулăма огнетушительпе сÿнтернĕ.

1 Ака, 2026

Ялти культура учрежденийĕсенче те спорт секцийĕсем уçĕç

Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 62 процента çитнĕ. Ку кăтарту пилĕк çулта 12 процент ӳснĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 705 пин çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Çапла пĕлтерчĕç ЧР Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

1 Ака, 2026

Шупашкар аэропортĕнче ача-пăча пÿлĕмĕ ĕçлеме тытăннă

Вăл кĕтмелли зонăн сулахай пайĕнчи таса зонăра вырнаçнă. Ачасем валли хăтлă та хăрушлăхсăр пÿлĕм хатĕрлес тесе специалистсем кивĕ оборудование пăснă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ те вылямалли çĕнĕ конструкцисем вырнаçатарнă.

Çавăн пекех аэропортра амăшĕпе пепкин пÿлĕмĕ те пур. Унта мĕнле иртмеллине аэропорт ĕçченĕсенчен ыйтса пĕлмелле.

www.hypar.ru
 

Pages