Çурхи ăшă çанталăк савăнăç вырăнне тарăху илсе килнĕ. Çакăн пирки Чăваш Енĕн телерадиокомпанийĕ пĕлтернĕ. Алексей Енейкин, Елена Михайлова, Владимир Синдеев журналистсем хыпарланă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти Коммунизм урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакансем 3-мĕш эрне пӳрт тăрринчен шыв аннипе асапланаççĕ.