Ял хуçалăхĕ

Çур аки ĕçĕсене хатĕрленесси — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тивĕçлĕ ведомствăсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнă.

Паян Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта районта пурăнакансемпе ĕçлекенсем, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсем тата хăнасем хутшăнчĕç.

Эпĕ ыйтăва «Хыпар» урлă ертÿçĕсем патне çитересшĕн. Хаçатра сĕт хакĕ çинчен час-часах çыратăр, анчах пахалăхне лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлени сисĕнмест. Мĕншĕн апла калатăп-ха?

Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан Григорьевсен çемйинче ĕçе пĕр-пĕрин хушшинче пайласси çук. «Эпĕ хресчен-фермер хуçалăхне хама шанса йĕркеленĕ, — терĕ Алексей Юрьевич. — Çавăнпа фермăри пĕр ĕçе те тиркеместĕп.

Республикăри хуçалăхсенче тăрăшсах ака-сухана хатĕрленеççĕ: вăрлăх тасатса сортлаççĕ, техникăна юсаççĕ, удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлеме химикатсем туянаççĕ.

Pages

Subscribe to Ял хуçалăхĕ