Шкул ачисен апачĕ тутлă та усăллă пулмалла
Ӳснĕ вăхăтра ача тĕрĕс апатланнине сăнаса тăни пĕлтерĕшлĕ. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Вĕренӳ министерствин, Чăваш Ен прокуратурин, Роспотребнадзор тата Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсем республикăри шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтересси мĕнле шайра пурнăçланнипе паллашрĕç.