Новости по теме

5 Нарăс, 2016

Чăваш спорчĕн çутă çăлтăрĕ

Олимп вăййисенче, тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче медальсем çĕнсе илнĕ спортсмена чăннипех те «спорт çăлтăрĕ» теме пултаратпăр. Чăваш спортсменĕсем Олимп вăййисенче - 16, тĕнче чемпионачĕсенче 200 ытла медаль çĕнсе илме пултарнă.

4 Нарăс, 2016

Экскурси çул-йĕрĕпе паллашнă

Чăваш Республики РФ Культура министерствин тата Раççейри туроператорсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, шкул ачисене вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн çĕршыври регионсене экскурсие тухса çÿреме май паракан "Чĕрĕ уроксем" проекта хутшăнать. Пĕрремĕш тапхăрта çак проекта пурнăçлакан регионсен шутне çавăн пекех Хакаси тата Свердловск облаçĕ кĕнĕ.

4 Нарăс, 2016

Патшалăх пулăшăвĕ

Фермер ĕçне пуçăнакана, фермер хуçалăх никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарма грант парса пулăшни тăватă çулта республикăра яллă вырăнта 420 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă.

Çак тапхăрта программăна хутшăнса 184 çын фермер хуçалăхне аталантарма, 23-ĕн çемье фермине йĕркелеме патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Вĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 35,6 пин гектарпа усă кураççĕ, 5841 пуç мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ.

4 Нарăс, 2016

Съезда хатĕрленеççĕ

Раççейри фермерсем кăçал хăйсен 27-мĕш съездне пуçтарăнаççĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче Мускавра иртĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - съезда çĕршыври 70 регионран 800 делегат хутшăнмалла. АККОР мероприятие хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура АПК-ра производствăна, тупăш илессине ÿстерес, ял территорийĕсене аталантарас тата ытти ыйтăва пăхса тухма палăртнă.

4 Нарăс, 2016

Кашкăрсем тапăнаççĕ

Вăрнар районĕнчи Вăрманкас тата Пăртас ял тăрăхĕсенче пурăнакансене кашкăрсем аптăратаççĕ. Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕн çыннисен выльăх-чĕрлĕхĕ чакать: кашкăрсем сурăхсене, хурсене, йытăсене тапăннă.

Кашкăр ĕрченине кура сунарçăсем тухнă, Вăрманкас çывăхĕнчи вăрманта вĕсем икĕ кунра тăватă кашкăра персе вĕлернĕ. «Тукмак хÿресем» выльăх-чĕрлĕхе кăна шар кăтартмаççĕ, вĕсем тĕрлĕ чир-чĕр, вирус сараççĕ. Уйрăмах урнă чир хăрушă. Вăрнарсене асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Сунарçăсем каланă тăрăх, районта сахалтан та виçĕ кашкăр юлнă.

4 Нарăс, 2016

Аделина - топ-8 списокра

Forbes журнал хăйне евĕр бизнес-проекта инвестици хывнă топ-8 спортсменсен списокне хатĕрленĕ. Унта пăр çинче эрешлесе ярăнакан Аделина Сотникова та кĕнĕ.

Аса илтерер: Аделинăн тымарĕсем - Чăваш Республикинчен. Кунта унăн аслашшĕ Александр Кочетов, Совет Союзĕн Геройĕ, пурăннă. Спортсменка 2014 çулта Сочире иртнĕ Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Аделина Мускавра маникюр студине уçнă, ун çумĕнче хĕрарăмсен хупă клубне йĕркеленĕ. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем çеç кĕме пултараççĕ. Вĕсем унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, сĕнÿсем параççĕ.

4 Нарăс, 2016

Саунăна кайсан

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕрле йĕрке хуралне Шупашкарти пĕр саунăра 36 çулти арçын вилни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ ку тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерме палăртнă.

Pages