Новости по теме

29 Кăрлач, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр çăвать, тăман вĕçтерет. Паян, кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-6, каçхине 10-15 градус сивĕ пулать. Ыран, кăрлачăн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-3, каçхине 5-8 градус сивĕ пулать. Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче - 1-5 градус сивĕ. Çил кăнтăр енчен 9-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 7 сехет те 55 минутра тухать, каçхине 16 сехет те 15 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 20 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - нарăс уйăхĕн малтанхи кунĕсенче ăшă çанталăк пулать, юр çăвать.

28 Кăрлач, 2016

2017 çула мĕне халаллĕç?

Кăçал Раççейре - Кино çулталăкĕ. 2017 çул мĕнле ятпа иртессине те палăртнă. РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă Указпа килĕшÿллĕн, 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулĕ.

Экологи çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Сергей Иванов пурнăçлать. Вăлах йĕркелÿ комитетне çирĕплетет. РФ Правительстви Экологи çулталăкĕн тĕп планне хатĕрлет.

28 Кăрлач, 2016

Çамрăк пушарнăйсем ăмăртнă

Мускав çывăхĕнчи Одинцово районĕнче «Раççейри çамрăк пушарнăйсен чи лайăх дружини» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн I тапхăрĕ иртнĕ. Шупашкарти 47-мĕш шкулти «Агенты-01» команда унта Чăваш Ен, Атăлçи чысне хÿтĕленĕ.

Пирĕн ентешсем конкурсра маттурлăхĕпе палăрнă: чи лайăх тăватă дружина йышне лекнĕ. Чăваш Ен яш-хĕрĕ «Раççейри çамрăк пушарнăйсен чи хастар дружини» номинацире çĕнтернĕ. Конкурсра малти вырăнсене Свердловск, Ростов облаçĕсенчи, Алтай крайĕнчи командăсем çĕнсе илнĕ.

28 Кăрлач, 2016

Чи лайăх урок ирттернĕ

Улатăрти 3-мĕш шкулта математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентекен Татьяна Гурина Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи конкурсра хÿтĕлĕ. Вăл Мускавра нарăс уйăхĕн 22-27-мĕшĕсенче иртĕ.

Татьяна Гурина Пĕтĕм Раççейри «Манăн чи лайăх урок» конкурса хутшăнма тивĕç пулнă. Ăста педагог регион шайĕнче иртнĕ конкурсра мала тухнă. Вăл икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче вĕрентекенсем урокра усă курмалли меслечĕсене кăтартнă, иккĕмĕшĕнче вĕсене хÿтĕленĕ.

28 Кăрлач, 2016

17 çын сысна грипĕпе чирлет

Раççейре грипп эпидемийĕ нарăс уйăхĕнче пуласса тухтăрсем малтанах систернĕччĕ. Сысна грипĕ çĕршыври темиçе регионта анлă сарăлнă.

Чир Чăваш Ене те çитнĕ. Кăрлачăн 26-мĕшĕ тĕлне республикăра сысна грипĕпе 17 çын аптăранине палăртнă. Вĕсен сывлăхĕ хăрушлăхра мар, çапах тухтăрсем пурне те асăрхануллă пулма, иммунитета çирĕплетме сĕнеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кăрлач уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче Чăваш Енре гриппа тата ОРВИпе аптăракан 5,6 пин çынна палăртнă. Ытларах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта чирлеççĕ. Уйрăмах - ачасем. Хальлĕхе республикăра пĕр шкула та карантина хупман.

28 Кăрлач, 2016

Нĕркеçре - Сăваплă Василий соборĕ

Мускаври чи паллă архитектура палăкĕсенчен пĕри - Сăваплă Василий соборĕ - тĕлĕнмелле илемĕпе тата истори пĕлтерĕшĕпе туристсемшĕн яланах кăсăклă. Çавра тăрăсемпе башньăсен пуян тĕсĕ куçа илĕртет, чан сасси чуна витерет...

27 Кăрлач, 2016

Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ

Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ кĕпĕрнаттăрсен 2015 çулхи эффективлăхĕн рейтингне çирĕплетнĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе сакăр субъект ертÿçин ĕç-хĕл тухăçлăхĕ ÿснĕ. 11 регион пуçлăхĕ хăйсене шанса панă регионсенче управлени ĕçне 2014 çулхинчен япăхрах туса пыни палăрнă.

27 Кăрлач, 2016

Малалла ăнтăлакан çамрăксемшĕн - çул уçă!

Чăваш Республикинче пултарулăха аталантарма ăнтăлакан çамрăксене патшалăх енчен пулăшса пырасси йăлана кĕнĕ. 2004 çулта çавнашкал хĕрсемпе каччăсем валли стипенди уйăрма тытăннă. Çак хавхалантарупа 13000 çын усă курнă. Вĕренÿре, ăслăлăхра, производствăра, бизнес-проект ĕç-хĕлĕнче, пултарулăхра, ертсе пырас ĕçре палăрнă çамрăксем тивĕçнĕ ăна.

Pages