Культура

13 Çу, 2014

Пуррине хаклама вĕренер

Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.

13 Çу, 2014

Элкер урамĕ

Анне шăллĕн Тимĕрç Элексантăрĕн хĕрĕ Марья акка Вăрнар çумĕнчи Санарпуçĕнчен Пысăк Упакассине качча тухнă. Ун патне хăнана ачаранах çÿренĕ май хамăрăн Хурăнсур Çармăсран çирĕм çухрăмри çав пысăк яла асра хăварнă. Хумма йыснасем Хураçырма енчи урамраччĕ. Ял çыннин пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть. Çимĕкре аттепе анне хăнана пĕрле çитрĕç.

12 Çу, 2014

Палашăр : "Арçынпа хĕрарăм"

"Нумай профессиллĕ çын",- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Тракторист та, платник те, тимĕрçĕ те, кăмакаçă та, шăвăççă та, сварщик та ... вăл. Ку çеç-и? Маçтăрскер хуçалăхра кирлĕ техника та ăсталать, сехет те юсать.

8 Çу, 2014

Уява хатĕрленет ветеран

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 835 ветеранĕ пурăнать, вăл шутра инвалидсемпе вăрçа хутшăннисем - 39 çын. Халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вĕсене çулсеренех киле пырса саламлаççĕ.

Pages