Архив - Июл 2014

июля 30th

30 Июл, 2014

Юсав кал-кал пырать

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви район-хулари автомобиль çулĕсене пăхас, юсас, реконструкцилес ĕçе еплерех йĕркеленине çирĕп тĕрĕслесе тăрать.

Владимир Филиппов министр куллен тенĕ пекех объектсене çитсе ĕç пахалăхне тишкерет, юсав организацийĕсенчен кăлтăк-шăйрăка пĕтерме ыйтать. Муниципалитетсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

30 Июл, 2014

Владимир Путин Президент Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнине "Хыпар" хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн редакцие вун-вун çын шăнкăравларĕ, çак пулăма пысăка хурса хакларĕ. Хамăр та чылай ентешĕн шухăшĕпе кăсăклантăмăр.

30 Июл, 2014

Фатьянов фестивалĕнче

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Александр Самсонов юрăпа поэзин Пĕтĕм Раççейри Фатьянов ячĕллĕ фестивальне /1974 çултанпа çулленех Вязники хулинче иртет/ хутшăннă.

30 Июл, 2014

Кун пекки ăçта пур-ши?

Çапларахчĕ пирĕн ял лавкки умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче.

Халăх «Энĕш хумĕсем» литхаçатăн черетлĕ кăларăмĕпе паллашма чарăннă. Хаçата 14 çулти Владимир Пырков илемлетнĕ, унран та кĕçĕнрех Валерий Скворцов сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Юнашар «Çар листокĕсем» вырăн тупнă.

30 Июл, 2014

Укçа та çук, кинотеатр та

Улатăр районĕн сучĕ 39 çулти Наталья Рандина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнăшăн айăпланă.

Укçана предпринимателе Улатăр хула администрацийĕ грант шучĕпе панă - авалхи хулара çĕнĕ йышши 3D-кинотеатр уçма. Малтан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă темелле. Хĕрарăм республикăри предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма уйăракан укçа шучĕпе грант илмешкĕн Улатăр администрацине кинотеатр тумалли бизнес-план тăратнă. Ăна тивĕçлипе хакланă, каялла тавăрса памалла мар 300 пин тенкĕлĕх грант панă.

Страницы