Архив - мая 2014

мая 31st

Нумай ача çуратакан хĕрарăм ватăлмасть, çамрăк курăнать теççĕ. Ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пилĕк ачаллă амăшне çемьери аслă хĕрĕ вырăнне йышăнтăм малтан. Хĕрĕх çултан каçнине тем тесен те ĕненес килмерĕ. Пысăк Улаксарта пурăнакан Васильевсен - виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Чи асли Кристина 16 çулта, кĕçĕнни Милена шкула каяймасть-ха.

Иван Иванов - Вăрмар районĕнче паян ăнăçлă аталанса пыракан предпринимательсенчен пĕри. Çук, "Джиппа" ярăнмасть вăл, кăнтăрлахи-каçхи апата та ресторана çÿремест. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрришĕн мар, вăл аталанăва урăхларах ăнлавсемпе виçнĕрен,

мая 30th

Юлашки вăхăтра телекурав тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанчĕ. Спутник антенни вырнаçтарнисен çĕр-çĕр канал курма май пур. Çапах, тĕрĕссипе, кăсăкланса пăхмалли нимех те çук. Телевизор ярсан илемлĕ фильм сахаллине асăрхатăн. «Мосфильм» ертÿçи Карен Шахназаров пĕлтернĕ тăрăх - халĕ телекăларăм ытларах ÿкереççĕ.

Шупашкар чылайăшне хăйĕн илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе илĕртет. Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн, анчах аякри хăнан куç тĕлне çÿп-çап купи, тулса ларнă контейнерсем пулманни тĕп хуламăрта ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллине пĕлтермест.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хватукассинче пурăнакан Артюшкинсем икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Кĕçĕнни ÿнерçĕ пулма ĕмĕтленнине пĕлтерсен амăшĕ кăмăлсăрланнă, кил хуçи вара ырланă. Анатолий хăйĕн шухăшне çав-çавах улăштарман.

«Йăмра касса кимĕ турăм
Мăн шыв тăрăх çÿреме.
Тураттинчен туя турăм
Хĕрсем патне çÿреме», -

çапла юрлаççĕ Мишеркасси каччисем. Çак йĕркесене малалла тăсса хурланса юрлĕ Миша Иванов салтак аттине тăхăнас умĕн:

Иртни каялла килмесен те лайăххине аса илесех килет. Хальхи пусăрăнчăк ял сăн-сăпатне хăнăхса çитмелле ĕнтĕ, анчах чĕре пур пĕрех йышăнасшăн мар. Пулнă вĕт-ха, пĕтĕмпех пулнă: ферма витисем, машинăпа трактор паркĕ, тирпейлекен цехсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пунктсем...

Елена Николаева

Страницы