Архив - 11 Сен, 2014
Ентешĕмĕрсене сума суса
Чăваш Республикинче мухтавлă ентешĕмĕрсене сума суса вун-вун мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ.
Акă легендарлă начдив Василий Чапаев вилнĕренпе 95 çул çитнине асăнса Шупашкарти унăн музейĕнче кинолектори занятийĕ йĕркеленĕ. Унта хулари 56-мĕш шкулта вĕренекен ачасем хутшăннă. Чи малтан вĕренекенсем экспозицисемпе паллашнă, унтан «Чапаев» фильм пăхнă. Çав кунах музее ветеран-чапаевецсем пухăннă.
Пуканесем «чĕрĕлчĕç»...
Çул çитмен 12 пин ытла çамрăка ĕçе вырнаçтарнă
Республикăн ĕçе вырнаçтаракан службин органĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри - 14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксен вĕренÿрен пушă вăхăтри вăхăтлăх ĕçне йĕркелесси. Ĕçе хăнăхса çамрăксен пулас профессине лайăх ăнкарса суйласа илме май пур, çакă малашне ĕçчен, социаллă пурнăçра яваплă ăру çитĕнтерме пулăшĕ.