Архив - 2014

январь 17th

17 Янв, 2014

Республика Пуçлăхĕ старт пачĕ

Кăрлачăн 11-мĕшĕнче Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнетнĕ манежĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Çĕр-шыври 300 ытла спортсменпа пĕрле Беларуç тата Украина чемпионĕсем савăнăçлă парада тухрĕç.

17 Янв, 2014

Мĕн аса илĕç-ши?

Ачамсем ача садне, шкула çÿреме пуçланăранпа уявсем савăнтарма пăрахрĕç. Укçа пухмалли сăлтав пек туйăнма пуçларĕç вĕсем мана. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулать тесен пĕлсех тăр - укçа хатĕрлемелле. Кашнинчех пин тенкĕрен кая мар. Унсăр пуçне ытти вак-тĕвек мĕн чухлĕ тата. Вак-тĕвекĕ шутне ача садне татти-сыпписĕр тенĕ пек килсе тăракан театршăн т.ленинчен пуçласа класри шыв савăчĕшĕн укçа пани таранах кĕрет. Класра юсав ĕçĕсем тумалла-и, пластик кантăк лартмалла-и - ашшĕ-амăшĕн шучĕпе. «Иртнĕ кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче 2,5 пин тенкĕ пухса класра пластик кантăк лартрăмăр», - тетĕп пĕлĕшĕме.

17 Янв, 2014

Пилĕк аптратсан

Çурăм мими нервисен тĕввисем шыçнине радикулит теççĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни иккĕмĕш çыннăн пулать вăл. Халăх медицинипе усă курса хамăра мĕнле пулăшмалла-ха?

Ытла хытă ыратман вырăна аялтан çÿлелле 15-20 минут сăтăрмалла. Çав тери хытă ыратсан 5 минутран ытла сăтăрма кирлĕ мар. Çакна ăшăтакан маçсемпе тата настойкăсемпе усă курса тумалла. Кайран çав вырăна ăшă япалапа пиелемелле. Чирлĕ вырăна тем пулсан та шăнтмалла мар.

17 Янв, 2014

Уяв чечекне килтех ÿстеретпĕр

Кăрлачăн пĕр­­­ремĕш çурринче сухан пуçлă тата тымарлă чечексене тымарлантарса /выгонка/ çурхи уяв тĕлне илемлĕ чечек çыххи хатĕрлеме пултаратăр.

Чечек çитĕнтермелли чи ансат мел – тымарсене тутлăхлă ирĕлчĕк янă савăтра «ӳстерни». Çакна вали хулăн мар картунра çаврашка шăтăксем тăвăр. Унта тымар вĕçĕсене чикса лартăр.

Гиацинт пуçĕсене валли 5 см /80-85 г/, нарциссене валли 4 см /70-80 г/, тюльпансене -3 -3,5 см /20-25г/ пысăкăш çаврашкасем тусан аван. Тымар вĕçĕпе шыв çийĕн 1-1,5 см пушă вырăн хăварăр.

январь 16th

Страницы