Архив - 22 Ноября, 2018

Турăран çĕр те пĕр çул пурнăçпа киленмешкĕн пил ыйтнă вăл. Çамрăклăхĕ нушаллă килнĕ пулсан та Клена аппа шăпине ÿпкелемест. Хăй çут тĕнчене килнĕ ялта, Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра, çапла чĕнеççĕ Клеопатра Георгиевăна.

Унăн хайлавĕсене ачасем шкулта ăса хываççĕ. Хăш-пĕр чухне вĕрентекенсем уçă урока автора хăйне те йыхравлаççĕ. Ун пек чылай чĕрĕрех иртет-çке. Канаш районĕнчи Аслăялта çуралса ÿснĕ Лидия САРИНЕ çыравçă шкул ачисемпе тĕл пулма яланах хавас.