Архив - 31 Июл, 2018

Дата

1. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ кам вăл?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ /малалла — регион опе-раторĕ/ — «коммуналлă» статус илнĕ каяшсене тирпейлессипе çыхăннă мĕн пур тапхăршăн яваплă компани. Чăваш Республикинче «Экоцентр» МВК» ООО уçă конкурса хутшăнса çĕнтернĕ хыççăн Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ пулма ирĕк çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ уйăхра Самар облаçĕнчи Шикун районĕнче пурăнакан Николай Лукьянов пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăл вырăнти чăвашсен наци культура автономине çирĕм çула яхăн ертсе пычĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялан халăхпа пĕрле пулнине, çынсен ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнине пирĕнтен кашниех пĕлет.