Архив - 26 Июл, 2018

 * Çырла-чечек хушшинче ырлăх хуçаланать

 * Кофе ыйхăран вăратать-и?

 * Кушак обоя чĕрмелет

 * Нумай чирленĕ хыççăн экстрасенс е юмăç патне каймалла-и?

 * Пÿртрен юхса тухакан шыв валли çăл çывăхĕнче шăтăк алтсан мĕн пулать?

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 23 çул каялла йĕркеленнĕ. Кăçал республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем, организацисем тăрăшнипе пухмача 7 миллиона яхăн тенкĕ кĕчĕ.

Вĕсем патне шанчăка çухатнисем пулăшу шыраса çитеççĕ. «Çын хуйхине ăнланса йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шыратпăр», — тет Чăваш Енри «Ырăлăх тĕнчи» организаци ертÿçи Татьяна Бочкарева. 2014 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕвĕн ĕçĕ курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хастарсем çын пурнăçне çăлаççĕ, ачасене йывăр чирпе кĕрешме пулăшаççĕ, тÿрĕ çулран пăрăннисене ал параççĕ.

Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук.

Алена АРСЕНТЬЕВА радиожурналиста, юрăçа курсан чунра яланах хĕвел çутатма пуçлать. Мĕншĕн тетĕр-и? Унра ăнланса çитереймен темĕнле хăват тапать, тути çинче йăл кулă вылять, куçĕ савăнăç хĕлхемне сирпĕтет, кĕлеткин кашни пайĕ ытарлăхпа, сапăрлăхпа тулнă… Аленăри ырă та çепĕç вăй тÿрех тыткăна илет.

Кашни ачара пĕр-пĕр пултарулăх пытаннă — ашшĕ-амăшĕн ăна вăхăтра асăрхаса аталантарма пулăшмалла кăна. Акă, пĕри юрлама-ташлама кăмăллать, тепри çав тери илемлĕ ÿкерет, виççĕмĕшĕ сăвă-калав хайлать. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан та, спортра çитĕнÿсемпе палăракан та чылай.

Шупашкарти шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ çулĕсем. Вĕренекенсен çул çÿревĕ» çарпа патриот программине хутшăнĕç. Вĕсем çакна хăйсен хастарлăхĕшĕн тивĕçнĕ. Ачасем шкул çумĕнчи музейре ĕçленĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăннă, кадет тата шырав юхăмне аталантарнă.
Мускава 88 вĕренекен çул тытĕç. Вĕсем 3 кунра ªçурла уйăхĕн 22-24 мĕшĕсенчеº тĕп хулари çĕршыв историйĕпе паллаштаракан вырăнсене кайса курĕç. 24-26-мĕшĕсенче вара тĕрлĕ заповедник музее çитĕç. «Бородино уйĕ», «Куликово уйĕ» тата «Прохоров уйĕ» вĕсене хапăл туса кĕтсе илĕç.

Страницы