Архив - 10 Авг, 2018

Дата

Çичпÿртсем вырăссене чăваш йăлипе тĕлĕнтернĕ

Çурла уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче Вологда облаçĕнчи Кичеменгский Городок салинче регионсен хушшинчи «Ял — Раççей чунĕ» фольклор фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие асăннă ял пуçланса кайнăранпа 550 çул çитнине халалланă.

Общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантарасси пирки калакан указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр алă пуснăччĕ. Çак программăпа иртнĕ çулах питĕ анлăн усă курма пуçларĕç, ун чухнех 100 ытла проекта пурнăçа кĕртрĕç. Кăçал вара вĕсен шучĕ икĕ хут ытла ÿсрĕ: 210-а çитрĕ. «Пуçаруллă бюджетировани» текен программăна Вăрнар районĕнче пурăнакансем те хапăлласа йышăннă.

Совет Союзĕнче вăй питти çамрăксене торф кăларнă çĕрте ĕçлеттернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çак ĕçре уйрăмах нумаййăн тăрăшнă. Хĕлне-çăвне, çумăрне-юрне пăхмасăр вăй хунă вĕсем. Чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем те торф кăларма хутшăннă.

Ку сăн ÿкерчĕке иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче тунă. Унта чăваш çамрăкĕсем сăнланнă. Вĕсем Мускав çывăхĕнчи шурлăхра торф кăлараççĕ.