Архив - Сен 2019

сентября 27th

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа алă пуснă.

Раççейĕн хăйне евĕрлĕхĕнчен пĕри – унăн нумай нацилĕхĕ. Кирек хăш саманара та наци чĕлхисене аталантармалла, вĕсене упраса хăвармалла. Çакăн пирки калаçнă çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пухăннă журналистсем Сочири медиафорумра. Аса илтерер: «Пĕтĕм Раççей – 2019» хальхи журналистика форумĕ авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче иртет.

сентября 26th

Шупашкарта кун кунлакан Ирина Павлова — тавралăх вараланнишĕн, унта-кунта çÿп-çап выртнишĕн питĕ пăшăрханакан çын. Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи вăрманта унăн тăтăш пулма тивет: дача унта вырнаçнă.
«Кирек мĕнле йĕркеллĕ çын пекех çут çанталăка юрататăп. Дачăна çÿренĕ чухне чун хурланать. Йĕри-тавра çÿп-çап йăванать. Хăçанччен çакна чăтса пурăнмаллаччĕ? «Çитет!» — теес килетчĕ. Пĕрмай сурчăк сирпĕтсе путсĕрсене вăрçнипе, çÿп-çап урлă каçса малалла утнипе усси çук. Пĕшкĕнсе хутаçа чиксен усăллăрах мар-и?» — шухăшне пайларĕ 52 çултискер.

сентября 25th

«Халĕ канлĕ пурнăçпа пурăнатпăр: кăмака хутмастпăр, çăкăр пĕçерместпĕр, ялта выльăх-чĕрлĕх усракан та сахалланса пырать. Ытларах вăхăта телевизор умĕнче ирттерме тăрăшатпăр. Китай халăхĕ физкультурăпа кăсăкланать, ватти-вĕтти хускану тăвать. Пирĕн ял-йыш вара: «Çын мĕн калать? Ĕçсĕр аптăранăран утма тухнă», – тет. Чирлисене хускану тумалли, утмалли çинчен пĕрмай калатăп», – тет чĕре тата юн тымарĕсен чирĕ халăхра мĕншĕн анлă сарăлни пирки калаçнă май Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Анатолий Кольцов.

www.hupar.ru

Страницы