Архив - Ноября 2019

ноябрь 29th

29 Ноября, 2019 | Хыпар | Культура | Конкурс

Пурте эпир — ачалăхран. Пурнăç иртнĕ май палăрмаллах улшăнатпăр пулин те хăш-пĕр уйрăмлăх пирĕнте упранса юлатех. Çавна май сире, хаклă вулаканăмăрсем, конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Çак сăн ÿкерчĕкре (сăн ÿкерчĕкĕ «Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленнĕ)  чăваш эстрада юрăçисенчен хăшĕ сăнланнă?

Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕ нумаях пулмасть кăна хăйĕн йышĕнчи депутатсенчен пĕрне, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти представительне Алексей Никитина, мандатсăр хăварнăччĕ. Çак кунсенче пухăвăн 45-мĕш ларăвĕ иртнĕ — тата теприне депутат полномочийĕсемсĕр хăварнă.

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси поселокĕнче пурăнакан Альбина Ишовăн кил-йышĕ тĕрлĕ халăха пĕрлештерет: хăй тата кинĕ — чăвашсем, упăшки — узбек, кĕрĕвĕ — белорус. Çакă çемьери хутшăнусене, юратăва çирĕплетет кăна.

«Амăшĕ-предприниматель» программăна декрет отпускĕнчи тата çул çитмен ачасене çитĕнтерекен, çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра шутра тăракан хĕрарăмсем валли хатĕрленĕ.

ноябрь 28th

Чÿкĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ республикăри чăваш чун-чĕриллĕ ачасене пысăк уява пухрĕ.

Страницы