Архив - Янв 2020

январь 31st

31 Янв, 2020

Вилесене пÿрт умĕнче купаланă

Шăмăршă районĕнчи Васанти халăх тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи Герман Ларшников Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата фронтран таврăнсан çĕре кĕнĕ ентешĕсене халалласа «Знать, чтобы помнить» кĕнеке кăларма, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче унпа ял халăхне паллаштарма хатĕрленет.

январь 30th

30 Янв, 2020

«Пĕчĕк чухнех куккаран юлман»

Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Борисов спорта мĕн пĕчĕкренех юратать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă арçын ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче кам-ши?

30 Янв, 2020

Памяти героев

25 января в нашей школе прошли соревнования по волейболу памяти воина-интернационалиста, кавале-
ра ордена Красной Звезды Александра Овчинникова и участника боевых действий на Северном Кавказе, ка-
валера ордена Мужества Николая Куракова. Они учились в нашей школе. Когда настало время служить,
юноши попали в «горячие точки» и отважно защищали Родину. Александр Овчинников и Николай Кураков по-
гибли, но мы, обучающиеся и жители поселения, всегда будем помнить их.

30 Янв, 2020

Павăл пичче пек пуласчĕ

Манăн кÿршĕре, Шупашкарти кăнтăр поселокĕнче, икĕ шăпăрлан пурăнать, 6-мĕш класа çÿрекенскерсем. Ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ, çулла — футболла, хĕлле хоккейла выляма юратаççĕ, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.

30 Янв, 2020

«Хĕрарăмшăн ĕçлесе пурăнтăм»

Кÿкеçри ваттисен çуртне Владимир Язиков ниçта кайма çуккишĕн, пĕччен пурăнайманнишĕн килмен. 65-ри арçын кунта канать, сывлăхне çирĕплетет. Хăтлă условиллĕ пÿлĕмшĕн укçа тÿлесе пурăнма шел мар ăна. Унăн ачи-пăчи çук, арăмĕсенчен уйрăлнă, ашшĕ-амăшĕ ку тĕнчере çук, пĕртен-пĕр çывăх тăванĕ шăллĕ Саша пĕлтĕр вилнĕ.

«Ăслăччĕ, çамрăкчĕ…»

Страницы