Архив - 3 Сен, 2014 - Хресчен сасси

3 Сен, 2014

Уй-хирте ĕç вĕрет

Çанталăкăн кашни ырă саманчĕпе усă курма тăрăшаççĕ Патăрьелсем. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçĕсене малалла тăсаççĕ, çавăн пекех выльăх апачĕ те, кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хăшĕ-пĕри вырмана вĕçленĕ май пахча çимĕç, çĕр улми уйĕсене куçма та ĕлкĕрнĕ.

3 Сен, 2014

Чăн-чăн паттăрсем

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăх вун-вун Совет пилочĕ Алексей Маресьев пекех кăтартнă. Çапах унăн ятне чи малтан аса илеççĕ. Вăрçăра урине çухатнă летчикпа, каярахпа çĕнĕрен строя тăнăскерпе, темиçе ăру хавхаланнă. Анчах Маресьевсăр пуçне Хĕрлĕ çар ретĕнче урасăр-алăсăр, куçсăр пилотсем пулнине сахалăшĕ пĕлет. Тĕрĕссипе «Повесть о настоящем человеке» кĕнекене 30 çул маларах та çырма пултарнă.

3 Сен, 2014

«Хам хĕртен тăхăр хут лайăхрах»

Унăн кăпăклă сăрине Анаткас Татмăшсем ĕçсе савăнаççĕ. Ытти çулти пекех кăçал та ял уявне техĕмлĕ çак ĕçмене хатĕрленĕ Анна Ильинична Хрисанова. Сăрана мухтаса, хуçине тав туса пĕрер курка ярăнтарнă ентешĕсем. Хăйĕн 90 çулхи юбилейĕнче те кÿршĕ-аршăна, тус-тăванне унпа хăналанă.

3 Сен, 2014

Сĕрме купăс

Ытти музыка инструменчĕ пекех купăс хăйĕн паянхи капашне йышăниччен тĕрлĕ çĕр-шывра расна майпа аталанса пынă. Вĕсем хăйсен калăпăшĕпе те, хĕлĕхсен шучĕпе те пĕр-пĕринчен самаях уйрăлса тăнă. Сăмахран, узбек, таджик тата туркмен халăхĕсем каланă гиджакпа латышсен диги хушшинче çав тери пысăк уйрăмлăх пур.