Архив - 11 Янв, 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

Кам çав тери хăюллă тетĕр-и? Шупашкар каччи Александр Каратаев! Вăл нумай пулмасть Пĕрремĕш каналти «Давай поженимся!» телекăларăма хутшăннă. Унта заявка ямашкăн яша савнийĕпе хирĕçни хистенĕ ахăртнех.

«Эпир çук çĕрте лайăх», — çапла шухăшланă та Антон Безлюдный 17 çултах Аргентинăна вĕçнĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕскере мĕн пĕчĕкренех ют çĕршывсемпе чĕлхесем кăсăклантарнă, чикĕ леш енчи пурнăç илĕртнĕ яша.

«Ыйткалакана укçа мар, çăкăр туянса паратăп, — тет пĕлĕшĕм. — Пĕррехинче пĕри: «Мана сан çăкăру кирлĕ мар!» — тесе кăшкăрсан аптăрасах ÿкрĕм. Нушаллă пурăнакан çын çăкăра йышăнатех, тав тăвать. Урамра алă тăсса ларакансене шеллетĕп. Анчах ырă кăмăлпа усă кура-кансен кулли пулас килмест…»