Archive - Jan 2014 - Хыпар

январь 10th

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пĕрремĕш ĕç кунне асăннă тытăмри ыйтусенчен пуçларĕ. Культура министрĕпе Вадим Ефимовпа тата вĕренÿ министрĕпе Владимир Ивановпа пĕрле вăл Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕпе Чăваш республика культура училищине çитсе курчĕ.

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсем Чăваш Республикинчи Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕ вăхăтĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче иртнĕ.

Йĕпреç поселокĕ 120 çул тултарнине паллă тунă кунсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Мускав хăни Дмитрий Барановский кĕрсе тухрĕ, хăйсен йăхĕпе çыхăннă кăсăк пĕр япала пĕлтерчĕ.

Истори наукисен докторĕ Лев Ефимов профессор - 200 ытла статья, 240 яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Çак шутран уйрăмах курăмли - икĕ томпа тухнă Элĕк районĕн энциклопедийĕ. Вăл Раççей конкурсĕнче 87 регион хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

10 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | çитĕнÿ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Анастасия Тарасовăшăн 2013 çул яланлăха асра юлĕ. Пĕлтĕр вăл сумо енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче мала тухса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, кĕрешÿ енĕпе те çĕр-шыра пĕрремĕш пулнă. Иртнĕ çулах спортсменка тĕнче чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

январь 3rd

Благотворительный марафон? Именем детства: во имя детства
Совещание? Канашцы шагают по пути развития
Дополнительный выпуск "Защита"? Век прожить _ не поле перейти
Душевное наслаждение? стальная труба бу в наличии Спорт _ источник силы и здоровья
Судьбы? Любимого человека искал 62 года
Быль? Подарок генерала

Ыр кăмăллăх марафонĕ. Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн Канашлу. Канашсем аталану çулĕпе утаççĕ "Хÿтлĕх" хушма кăларăм. Ĕмĕр сакки сарлака Чун киленĕçĕ. Спорт - вăй-хал çăл куçĕ Шăпасем. Юратнă çыннине 62 çул шыранă Чăн пулни. Генерал парни

Pages