Структура

 
Цифра министерствин “Хыпар” Издательство çурчĕ" АУ
Тел.: 56-00-67
 
Моисеев Дмитрий Андреевич,
Цифра министерствин “Хыпар” Издательство çурчĕ" АУ директорăн - тĕп редакторăн тивĕçĕсене пурнăçлакан
 
 
Шупашкар хулинче çуралнă. Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне кĕнĕ. 2006-2008 çулсенче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспондентĕнче ĕçленĕ. 2009-2015 çулсенче çак кăларăмăн редакторĕ пулнă. 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа - "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редактор заместителĕ.
Дмитрий Моисеев 2009 тата 2011 çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă. 2010 çулта ăна ЧР Культура министерствин, 2013 çулта ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. 2015 çулта вăл Чăваш Республикин Çамрăксен Патшалăх премине, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвне, Пушкăртстан Республикин культура министрĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Литературăпа кăсăкланать. "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурсăн драматурги номинацийĕнче 2 хутчен - 2007 тата 2013 çулсенче - çĕнтернĕ.
Тел. 36-65-35
 

Шумилова Вера Филипповна,
шеф-редактор

Шупашкар районĕнче Энтимĕркасси ялĕнче çуралнă. Тăрăнти тата Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн чăваш филологи факультетĕнче ăс пухнă. 2006 çулта Шупашкарти Тăрăн шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентме пуçланă. 2007 çулта — Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ салинчи «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ. 2013 çулта Шупашкар районĕнче тухса тăракан «Тăван Ен» хаçат корреспондентĕнче вăй хума тытăннă. 2018 çулта «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. 2022 çултанпа - шеф-редактор.

Тел.: 36-09-66

"ХЫПАР" ХАÇАТ РЕДАКЦИЙĔ
Политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕ
Коновалов Николай Дмитриевич,
пай редакторĕ
 
Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1992 çулта ЧПУ пĕтернĕ, çав çулах "Хыпар" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă. Куçаруçă, хроника пайĕн корреспонденчĕ, редакторĕ, "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ пулнă.
ЧР Журналистсен союзĕн Ç. Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Тел. 36-60-33
 
 
Михайлов Юрий Сергеевич,
тишкерÿçĕ
 
Чăваш АССРĕнчи Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă. 1986 çулта «Тăван литература тата чĕлхе» специальноçпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.
1986-2001 çулсенче "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ тата пай редакторĕ пулнă. 2001 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна "Капкăн" сатирăпа кулăш журналĕн тĕп редакторне уйăрса лартнă. 2005 çулхи пуш уйăхĕнче "Хресчен сасси" хаçат редакцине реклама енĕпе менеджер пулса ĕçлеме куçнă. 2006-2009 çулсенче "Тăван Ен" Шупашкар район хаçатĕнче корреспондент пулнă. 2010 çултанпа "Хыпар" хаçатра вăй хурать.
Тел. 36-62-20
 
Ильина Маргарита Михайловна,
тишкерÿçĕ

Элĕк районĕнчи Шураçра çуралса ÿснĕ. Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула ăнăçлă пĕтерсе алла “Филолог. Чăваш чĕлхипе литератури преподавателĕ. Журналист” тесе çырнă диплом илнĕ. 1992-1998 çулсенче Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 53-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах журналист ăсталăхне туптанă: республикăри хаçат-журналта унăн статйисем пичетленнĕ, “Чăваш Ен” телерадиокомпанире телекăларăмсем йĕркеленĕ.
1998 çултанпа “Хыпар” Издательство çуртĕнче: çулталăка яхăн "Çамрăксен хаçачĕн" корреспондентĕнче ĕçленĕ, 2000 çултанпа - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат редакторĕ. Раççей Журналистсен союзĕн /1999/ тата Раççей Писательсен союзĕн /2008/ членĕ. Рита АРТИ хушма ятпа "Савнă ялăм ман Шураç", "Алтăр çăлтăрпа тулсассăн..." кĕнекесем кăларнă.
Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçнĕ. Вăл шутра: Раççей Журналистсен союзĕн Хисеп грамоти, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамоти, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти, Прессăн ылтăн фончĕн дипломĕ.
Тел. 36-02-92
seniorita.ilina@mail.ru

 

Социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕ
 
 
 
Власова Роза Анатольевна,
тишкерÿçĕ
 
Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра çуралса ÿснĕ. 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ. 1995 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет. ЧР Патшалăх Премийĕн лауреачĕ /1998/. 2011 çулта Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсем çинчен çырнă ярăмшăн Н.В. Никольский премине тивĕçнĕ.
Ĕçри пуçарулăхĕпе çитĕнĕвĕсемшĕн «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав хутне /2009, 2011/, Хисеп хутне /2015/, ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп хутне /2009/, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хутне /2006/, ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне /2014/, РФ çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен Хисеп хутне /2015/ тивĕçнĕ. 2014 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. «2016 çул — Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ» темăна республикăри журналистсен хушшинче çутатас енĕпе Çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçнĕ.
Тел. 36-63-10
 

Михайлов Андрей Петрович,
корреспондент

Куславкка районĕнчи Чăршкасси ялĕнче çуралнă. 1999 çулта Чăршкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти професси училищинче вĕреннĕ. 2000-2005 çç. И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУри чăваш филологийĕн факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан - Вăрмар районĕнчи Энтрияльти тата Пысăк Енккассинчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, 2007-2009 çç. Карăкçырмари пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕнче, çулталăк ытла Вăрмарти 4-мĕш ача сачĕн заведующийĕнче тăрăшнă.

Пĕр вăхăт районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта, социаллă политика пайĕн корреспондентĕнче ĕçленĕ. 2012 çултан пуçласа “Хыпар” Издательство çуртĕнче: малтан - корректорта, халĕ - корреспондентра. Сăвă-калав çырма 1999 çулта пуçланă. Хайлавĕсем "Школьники", "Ялав" /Куславкка районĕ/, "Тантăш", "Хĕрлĕ ялав" /Вăрмар районĕ/, университетри "Педвузовец" хаçатсенче, "Çилçунат" журналта, "Хунав", "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" кĕнекесенче пичетленнĕ. Хайлавсен пĕрремĕш пуххи 2007ç. "Пĕчĕкскерĕм эсĕ пирĕн" /"Тантăш" хаçат кĕнеки/ ятпа тухнă. 2006 ç. "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" республика конкурсĕнче "Поэзи" номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

 
ХЫПАРСЕН СЛУЖБИ
 
Петрова Лариса Николаевна,
сайт редакторĕ
 
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Атикасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 2013 çултанпа "Тантăш" хаçатра ĕçленĕ, 2020 çултанпа – "Хыпар" тишкерÿçи, 2021 çултанпа - "Хыпар" хаçат редакцийĕн хыпарсен службин редакторĕ.
Тел. 36-66-72
 

Тумаланова /Григорьева/ Марина Романовна,
тишкерÿçĕ
 
Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат корреспондентĕнче ĕçлеме пуçланă. 2003-2011 çулсенче - “Çамрăксен хаçачĕн” корреспонденчĕ. 2011-2022 çулсенче “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатра ĕçленĕ. Президент стипендийĕн лауреачĕ /2004/. ЧР тата РФ Журналистсен союзĕн, ЧР Ял хуçалăх министерствин, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин, РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви, ЧР кинематографистсен союзĕ, ЧР Салтак амăшĕсен комитечĕ Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă. 
2023 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Тел. 36-16-30
 
ОБЩЕСТВĂПА ПОЛИТИКА КĂЛАРĂМĔСЕН РЕДАКЦИЙĔ
"Çамрăксен хаçачĕ" хаçат
Алексеева Ирина Евгеньевна, 
хаçат редакторĕ
 
Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă. 7-мĕш класчен ялти шкулта вĕреннĕ. 2001-2005 çулсенче Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕн чăваш филологи, культура тата право класĕнче ăс пухнă. Аттестат илсен И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 2010 çулхи раштав уйăхĕнче "Çамрăксен хаçатĕнче" корректорта ĕçлеме пуçланă. 2011 çулхи авăн уйăхĕнчен çав редакцирех корреспондент тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнчен "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕнче тăрăшать. 2012 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ. 2015 çулта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн тата Шупашкар хула пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Тел. 36-13-38
molgazeta@rambler.ru
 
Кошкина Ирина Станиславовна,
корреспондент
 
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче ăс пухнă. 2011-2015 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. 2013 çултанпа "Хыпар" издательство çуртĕнче ĕçлет.
2015 çулта - "Хыпар" Издательство çурчĕн, 2019 çулта - ЧР цифра аталанăвĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ. 2020 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ.
Тел. 36-13-32
 
Яковлева Валентина Петровна,
корреспондент
 
 
 
 
 
 
"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат
 
 
 
"Хресчен сасси" хаçат
Паргеева Ирина Михайловна,
редактор
 
Тел. 36-63-61
 
 
"Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçат 
Лукина Елена Михайловна,
редактор
 
И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухнă. "Хыпар" издательство çуртĕнче 2013 çултанпа ĕçлет. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хутне тата ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Тел.: 36-66-57
 
ЛИТЕРАТУРĂПА ХУДОЖЕСТВО КĂЛАРĂМĔСЕН РЕДАКЦИЙĔ
"Тăван Атăл" журнал
Тарасов Арсений Алексеевич,
редактор
 
Патăрьел районĕнчи Пăлакассинче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш радиовĕнче тата телевиденийĕнче редакторта, аслă редакторта, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕнче, «Чăваш Ен» ПТРКра литературăпа драма передачисен редакторĕ, комментаторĕ, музыкăпа илемлĕх пайĕн ертÿçи, ятарлă корреспондент пулнă. Халĕ — «Тăван Атăл» журнал редакторĕ. Вăл — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши, Петр Осипов ячĕллĕ литература, журналистсен Çемен Элкер, Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ, ЧР Писательсен, Журналистсен союзĕсен членĕ.
Тел.: 8-927-854-13-65
 
 
"право21.рф"  сеть кăларăмĕ
Григорьева Эльвира Анатольевна,
редактор
 
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнчен вĕренсе тухнă. "ЗЭИМ" акционерсен обществин производство-диспетчер пайĕнче инженер-программист пулса ĕçленĕ. 2011 çултанпа - "Вести Чувашии" хаçатăн информаци бюллетенĕн яваплă секретарĕ. Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе наградăланă. 2008 çулта - халăхсен хушшинчи "Пресса-2008" XV юбилей професси куравĕн "Прессăн ылтăн фончĕ" пахалăх паллине çĕнсе илнĕ "Вести Чувашии" хаçата çĕнетсе улăштарма тÿпе хывнăшăн дипломпа. Пĕтĕм Раççейри "Раççейри прессăн пĕрлĕхĕ" массăллă информацин пахалăхлă хатĕрĕсен общество организацийĕн хисеплĕ членĕ.
Тел. 55-15-38
 
АЧА-ПĂЧА КĂЛАРĂМĔСЕН РЕДАКЦИЙĔ
("Тантăш" хаçат, "Тетте" журнал)
Атаманова Елена Михайловна,
редактор
 
Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче çуралнă. Треппел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Ача чухнех "Хатĕр пул", "Пионер сасси" хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. 1992-1997 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологипе культура факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. 1997 çулта Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 3-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1998-2004 çулсенче — "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ. 2004-2009 çулсенче — "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ. 2009-2014 çулсенче — "Хресчен сасси" хаçатăн корреспонденчĕ. 2014 çулхи кăрлачран тытăнса 2016 çулхи чÿк уйăхĕччен "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра корреспондентра ĕçленĕ. 2016 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен — "Тăван Атăл" журналăн корреспонденчĕ. Ял хуçалăхĕ, культура, çемье темăсемпе ĕçлет. Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.

2015 çулта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн, 2016 çулта РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн А.И. Аршиновăн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Тел. 36-67-97
elena.atamanova2016@yandex.ru

Ишмуратова Татьяна Владимировна
корреспондент
 
Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче çуралнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн журналистика уйрăмĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 2019 çулхи авăн уйăхĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн çырăнтарупа реклама пайĕнче 1 уйăх ĕçленĕ. Çав çулах "Тантăш" хаçат редакцине вырнаçнă, халĕ те унтах. 
2023 çулта ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хутне тивĕçнĕ.
Тел.: 36-67-63
 
 

"ЯЛ ПУРНĂÇĔ" КРАСНОАРМЕЙСКИ РАЙОН ХАÇАЧĔН РЕДАКЦИЙĔ" ФИЛИАЛ

Багадерова Валентина Николаевна,

редакторшăн

Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре çуралнă. Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. 2004 çулта "Хыпар" издательство çуртĕнчи "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата ĕçлеме килнĕ. 2005 çулхи нарăс уйăхĕнчен - "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ.
Тел. 36-09-95
bagaderova1978@mail.ru

Борисов Юрий Зиновьевич,
кăларăмшăн яваплă редактор

 

 

Михайлова Галина Яковлевна,
дизайнер

 

 

 

Николаева Алина Юрьевна,
рекламăпа ĕçлекен менеджер 

 

 

Романова Мария Сильвестровна,

корреспондент

 

 

"ПИРĔН СĂМАХ" СĔНТĔРВĂРРИ РАЙОН ХАÇАЧĔН РЕДАКЦИЙĔ" ФИЛИАЛ
Калитова Ольга Юрьевна,
редактор
Элĕк районĕнчи Хураварта çуралса ÿснĕ. 2004 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. 2007-2008 çулсенче — «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ, 2008 çулхи авăн уйăхĕ-2008 çулхи чÿк уйăхĕнче — «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ. 2009 çултанпа «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ.
2019 çулта ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хутне тивĕçнĕ.
Тел. 36-67-57
 

Федотова Алина Владимировна,

рекламăпа ĕçлекен менеджер

 
 
ТЕХНИКА ЦЕНТРĔ
 
 
Иванова Марина Аввакумовна,
кăларăмшăн яваплă редактор
 
 
 
 
Макаров Евгений Анатольевич,
система администраторĕ
 
 
 
 
Иванова Нина Евгеньевна,
дизайнер

"Хыпар" Издательство çуртĕнче 1994 çултанпа ĕçлет.
  
 
 
 
Шумова Лидия Николаевна,
дизайнер
"Хыпар" издательство çуртĕнче 1989 çултанпа ĕçлет.
 
 
 
 
Плеткина Ирина Юрьевна,
дизайнер
"Хыпар" Издательство çуртĕнче 2021 çултанпа ĕçлет.
 
 
 
 
Петрова Татьяна Николаевна, 
дизайнер
 
 
 
Кошкина Ксения Михайловна,
дизайнер
 
 
 
 
 
Кедрова Надежда Николаевна,
корректор
 
 
 
 
 
Данилова Людмила Александровна,
корректор 

 

 

 
Кузьмин Василий Владимирович,
фотокорреспондент
 
Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филолгийĕн тата журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.
2014 çултанпа «Хыпар» Издательство çуртĕнче фотокорреспондентра ĕçлет. Пĕтĕм Раççейри «Манăн Раççей» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçи. ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалăх Канашăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
РФ Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви йĕркеленĕ «Çут çанталăкпа килĕшÿре» Пĕтĕм Раççейри сăн ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçи. ЧР Журналистсен союзĕн, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕсене илнĕ.
 
Журавлев Сергей Витальевич,
фотокорреспондент
 
Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, фотокорреспондент. Чăваш ял хуçалăх институчĕн ял хуçалăхне механизацилекен факультетра вĕреннĕ. "Çамрăк коммунист" хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, "Пионер сасси" - "Тантăш" хаçат фотокорреспонденчĕ пулса ĕçленĕ, 2010 çулта Чăваш Республикин "Атăл-Волга" издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕн фотокорреспондентĕнче ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра - "Хыпар" ИÇ фотокорреспонденчĕ.
Тĕп тематики: искусство, тăван ен историйĕ.
"Художники Чувашии. Биографии" /2007/, "Актеры Чувашии. Биографии" /2008/ кĕнекесен, "Вот гляжу я в глаза стариков..." /2005/, "В объективе - писатели" куравсен авторĕ.
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе, "Театр искусствине чунтан парăннăшăн" номинацире "Чĕнтĕрлĕ чаршав" дипломпа, "Культура пуянлăхне, мирпе çыхăннă эткерлĕхе сыхласа упрасси" номинацире Пĕтĕм тĕнчери Н. Рерих ячĕллĕ преми дипломĕпе наградăланă.
 
ÇЫРĂНТАРУПА РЕКЛАМА ПАЙĔ
Петрова Алина Геннадьевна,
пай пуçлăхĕ
 
Тел. 36-66-59
 
 

Сергеева Ирина Ивановна,
реклама менеджерĕ,

Тел.: 56-15-30

 
Ермолаева Вера Владиславовна,
реклама менеджерĕ
 
 
 
 
 
  Тарасова Юлия Васильевна,
  реклама менеджерĕ
 
 
 
 
 
ПЛАНПА ЭКОНОМИКА ПАЙĔ
 
Ваканси
 
 
 
 
 
 
ЙĔРКЕЛŸПЕ ПРАВО ПАЙĔ
Ваканси
 
Тел.: 36-09-88
 
 
 
 
Могилевская Мария Александровна,
кадрсемпе ĕçлекен специалист
 
Тел.: 36-13-35
 
 
 
 
Архипов Владимир Борисович,
водитель
 

 

 

Владимиров Денис Витальевич,
водитель