Archive - Авăн 2015 - Хыпар

сентября 4th

4 Авăн, 2015

Çемье телейĕ

"Ун пек çемьене Етĕрне районĕнче кăна мар, Чăваш Енре те тупаймастăр. Вулкан пек ĕçлеççĕ. Хĕвел çине мар, пĕрехмай сехет çине пăхаççĕ. Ара, ĕçлекеншĕн вăхăт хаклă. Кирлĕ пулсан ĕнисене хамах суса пулăшатăп терĕм. Çук вĕт, пĕр уйăха Абхазие канма кайнăскер 9 кунранах каялла вĕçтерсе çитнĕ", - тет Пăчанарта ?Етĕрне районĕ% пурăнакан Никифоровсен кÿрши Юрий Петрович Кириллов. Чăнласа каланă хушăра шÿтлесе те илнине кура Мария Алексеевна Никифорова та сăмахран ÿксе юлмасть: "Ара, мĕншĕн пирĕн хĕвел çине пăхмалла? Вăл хăй пăхать-иç.

4 Авăн, 2015

Упа нăрри - сăтăрçă

Пахчана упа нăрри тапăнчĕ. Тымарçимĕçе, тымара, ÿсен-тăран тунине сиенлет. Мĕнле хăпмалла-ши унран?

Лидия Григорьева.

Шăмăршă районĕ.

Упа нăрри пахчаçăна пысăк сăтăр кăтартать. Ăна кайăк та хăратаймасть, çĕрте çăмăллăнах пытанать. Апла мĕн тумалла?

4 Авăн, 2015

«Хĕрĕхĕшĕ те - чун юратни»

Ягодка, Тоня, Катя, Анечка, Яночка... - хăшĕ килĕшет, çапларах ят парать чун юратнă качакисене Муллаварта ?Канаш районĕ% пурăнакан Людмила Ильинична Алексеева. Пиллĕкĕн-улттăн кăна мар-çке вĕсем, тăхăр сурăхне шута илсен пĕтĕмĕшле выльăх пуçĕ хĕрĕхе çитет.

4 Авăн, 2015

Амбрози пăхма пит хитре...

Нумай пулмасть Шупашкарти пĕр çын палламан ÿсен-тăран тĕлĕшпе Россельхознадзорăн республикăри управленине çырупа тухрĕ. Тĕлĕнтермĕш курăк-чечек Афанасьев урамĕнчи 4-мĕш çурт патĕнчи клумба çинче ешерет иккен.

4 Авăн, 2015

Унăн çăлтăрĕ сÿнмĕ

Этем тĕнче уçлăхне тухнăранпа кăçал 54 çул иртрĕ пулин те пĕтĕм тĕнчене чăннипех тĕлĕнтернĕ çак пулăм халăхăн ăс-хакăлĕн тата ăслăлăхĕн чи пысăк ÿсĕмĕ евĕр яланлăхах кĕрсе юлчĕ пирĕн пурнăçа.

4 Авăн, 2015

Васкакан вакка сикнĕ тет

Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин скульптор А.Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем сыпăнакан лапамра СССР космонавт-летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева

4 Авăн, 2015

Библиотекăсене кăна кирлĕ-ши?

Литература çулталăкĕ вĕçлениччен тăватă уйăха яхăн çеç юлчĕ. Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕнĕччĕ 2015 çула. Пирĕн писательсем хавхаланса ĕçлесе тĕнчене тĕлĕнтермелле хайлавсемпе савăнтарĕç тенĕччĕ.

4 Авăн, 2015

Амăшĕ юрланине каçса кайса итленĕ

Паллă çак артист - Василий Васильев - хамăр енчен, Аччаран, пулнине эпĕ ăнсăртран пĕлтĕм. Пĕррехинче Чăваш наци радиовĕпе паллă ентешĕмĕр, сцена ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев ун çинчен хатĕрленĕ çур сехетлĕх передачăна итлеме тÿр килчĕ.

Pages