Archive - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

март 5th

5 Пуш, 2015

Ялти пĕрремĕш каччă

Алексей МОСКОВСКИЙ... йăрăс пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, уçă саслă. Йăлтăр кулли мĕне тăрать тата! Унпа куçран тинкерсе калаçнă чухне чунра хĕвел пин шевлепе вылянăн туйăнать.

5 Пуш, 2015

Упăшкине ĕçме пăрахтарас тесе... арăмĕ кодировка тунă

Ĕненÿ тата чун хăвачĕ çирĕп чухне пурнăçра темĕнле тĕлĕнтермĕш те куратăн. Медицина юмлакансене сивлет пулин те хăш-пĕр чухне вĕсем çыншăн чăн-чăн çăлăнăçа çаврăнаççĕ. Эрех ĕçме пăрахма пулăшнă пĕр тĕслĕхпе паллаштарасшăн сире. Етĕрне районĕнчи Янăмра пурăнакан Роза Иванова хăйĕн кăсăклă шăпи çинчен каласа кăтартрĕ.

5 Пуш, 2015

Ӳсĕр çӳреме вăтанмасан пулăшу ыйтма именмелле-им?

"Наркотиксĕр, алкогольсĕр пурăнайманнисене пулăшатпăр" йышши пĕлтерӳ халĕ таçта та асăрхама пулать. Путакан çын улăм пĕрчинче те çăлăнăç шырать теççĕ те - эрех-сăра ĕçме пĕлменнипе нушаланакансем те çавнашкал "пулăшуçăсенчен" шанăç кĕтеççĕ. Ĕçкĕ - чăн-чăн инкек, ăна пула мĕн чухлĕ çемье арканнине, çын шăпи татăлнине кам пĕлмест-ши? Вăл этеме тĕпĕ-йĕрĕпех тĕп туни çинчен çĕр-çĕр тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Чăнах та, эрех эпир автансăр яла ăсансан та пĕтес çук, этемĕн усăсăр иртнĕ кун-çулне вара тавăрма çук.

5 Пуш, 2015

Алă - ĕçпе, чун - кĕлĕпе илемлĕ

Канаш районĕнчи Юмансарти Иголкинсен çурчĕ мана купса пÿртне аса илтерчĕ. Эрешлĕ чÿрече, крыльца, унталла та кунталла тăсăлнă хушма çурт... Кил картишĕ те, ытти хуралтă та йăлтах тăрă айĕнче. «Ку килте нихăçан та япăх çынсем пурăнман», - терĕ хирĕç тухнă кил хуçи.

февраль 26th

26 Нарăс, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 7 (6048) № 26.02.2015

Йĕпреç районĕнче пулнă хăрушă аварире ултă çыннăн пурнăçĕ татăлнă. 4 стр.

30 çулти Людмила Гаранинăн хваттерĕнче çирĕм кушак пурăнать. 5 стр.

«Апи кашни ачине шкула шурă татăкпа чĕркенĕ пĕрер чĕлĕ çăкăр парса яратчĕ». 6 стр.

Алексей Еразумов вĕреннĕ вăхăтрах академи отпускĕ илсе çара кайнă. Мĕншĕн? 8 стр.

Студентсене кризис хăратать-и? Ун нушине туйнă-и вĕсем? 9 стр.

«Траншейăна кĕрсе выртаттăм, «халь вилетĕп-ши?» тесе шухăшлаттăм». 11 стр.

Амăшĕ урам варринчех ывăлĕ çине урнă йытă евĕр сиксе ÿкрĕ. 13 стр.

26 Нарăс, 2015

Венгр пики чăваш чĕлхи вĕренме килнĕ

ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртни чăваш чунĕллĕ чылай çынна пăшăрхантарать. Чăннипе, чăваш çук мар, вăл тĕнчипех сарăлнă. Вырăсланса пыни, аслисем ачисене тăван чĕлхене вĕрентменни ура хурать мар-и?

26 Нарăс, 2015

Палăк çинчен Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна аса илес марччĕ

Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăрсене халалласа лартнă палăксене тирпейлесси - пирĕн сăваплă тивĕç. Анчах юлашки çулсенче çынсем субботника йăпăр-япăр тухасшăн маррине час-часах асăрхатăп, кил таврашне тасатаççĕ те ытти - ик айкки те тăвайкки. Юрать, ялта 2-3 хастар çын тупăнать. Ытларах чухне вара палăксене культура çурчĕн тата ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ. Вĕсемех карта сăрлаççĕ, чечек лартаççĕ...

26 Нарăс, 2015

Амăшĕн кĕлли ывăлне вилĕмрен çăлнă

Интернетра паллашса çемье çавăрнă мăшăр пайтах халĕ. Женьăпа Ларисăн туйпа вĕçленнĕ юратăвĕ те социаллă сетьрен пуçланнă. Тĕрĕссипе, хĕрпе чи малтанах Женьăн юлташĕ çыхăну йĕркеленĕ. Анчах пикене тĕлпулăва чĕнмешкĕн ниепле те хăюлăх çитереймен. Тусĕ ирĕк панипе хĕр патне Женя çырма тытăннă. Унтанпа пилĕк çул иртнĕ.

26 Нарăс, 2015

Кушакĕсене урама, çынсем патне, кăларма шикленет

Людмила Гаранина Шупашкарта çĕнĕ çуртра туяннă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçман-ха - юсав ĕçĕсем çеç ирттерет. Хальлĕхе стенасене те обой çыпăçтарман, урай та сарман. Кунта кушаксем пурăнаççĕ. Алăка уçса кĕрсенех куç-пуç чарăлса кайрĕ - кун чухлĕ кушак пĕр пÿлĕмре чупнине хальччен курманччĕ.

26 Нарăс, 2015

“Лашаран ĕçчен чăваш арçыннин шăрши кĕрет”

Кама кăна тĕл пулмастпăр-ши шăпа пÿрнĕ çул çинче? Пурăнан пурнăçра журналист профессине вăхăтлăха улăштарса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пиччĕшĕн, Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче кун çути курнă Александр ИГНАТЬЕВĂН, юбилейĕнче кĕрекеçĕ пуласса эпĕ тĕлĕкре те тĕлленмен.

Pages