Альбина ЮРАТУ

3 Пуш, 2016

Сăр шывĕн хăватне ăша илсе ÿснĕ те...

Çыннăн шăпи вăл хăйĕн кун-çулне кампа çыхăнтарнинчен нумай килет. Çапла, икĕ чĕрене пĕр тĕвве çыхаканĕ - юрату. Анчах çемьере пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт çук пулсан ăна вăйлă, çепĕç туйăм та çăлса хăвараймасть.

25 Нарăс, 2016

Сасси улшăнсан юрлас ĕмĕчĕ татăлнă

Чăваш эстрадипе чăваш опери хушшинче мĕнле çыхăну пур-ши? Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил ИВАНОВ юрăçпа паллашиччен эпĕ кун пирки пачах та шухăшламан. Пĕр енчен, вĕсене юрă çыхăнтарать.

11 Нарăс, 2016

«Çын ăшĕнчи тĕнчере те чун арманĕ кăлтăртатать»

«Çиларман» ушкăн юрăçисемпе Александр НИКИФОРОВПА тата Олег ВУНБЕРОВПА «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче тĕл пуличчен маттур чăваш каччисен клипĕсемпе паллашас тесе Интернета ятарласа кĕтĕм. Ăнсăртран куç тĕлне тĕлĕнмелле сăвă йĕркисем лекрĕç. Чăтаймарăм, унпа интервьюра усă курас терĕм.

21 Кăрлач, 2016

«Ырă çынсен чунĕ юрлать, усаллисен - чулланать»

Çапла шухăшлать вунсакăр çулти Юля Горшкова. «Манăн чун вара яланах юрлать. Шăппăн-шăппăн, эпĕ илтмелле çеç. Чуна туйăм килсен пуçра сăнарлă сăвă йĕркисем çуралаççĕ. Эпĕ юратнă аннепе, хаклă Елчĕк енĕмпе, тăван шкулпа, ачаш чунлă шăллăмпа, çепĕç юратупа, чăн-чăн туслăхпа, ытарайми тăвансемпе çыхăннă туйăмсене шурă хут çине шăрçалатăп. Анчах туйăм яланах килмест.

Pages