Чăваш Енре нумай антителăллă граждансене куар-код памалли ятарлă система ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.
Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче ковиканикул вĕçленĕ, учрежденисемпе организацисем хăнăхнă йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç, анчах пурин те хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма тивĕ: куар-кодсăр, маскăсăр кĕртмелле мар, унсăрăн ертӳçĕсене айăплĕç. Çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
Правительство çуртĕнче тĕрлĕ отрасльте палăрнă çынсене чысларĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, хăйĕн ĕçне юратса тăвакан яланах çитĕнӳ тăвать.
Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа музейре телеконференци иртрĕ. Шупашкарсем Мускаври, Тольяттири музейсен представителĕсемпе, туроператорсемпе çыхăнчĕç.