Елена ЛУКИНА.

26 Юпа, 2017

«Чи кирли — сана халăх хисеплетĕр...»

Пире пурне те кăсăклантаракан, юрри-ташшипе илĕртекен тата нумай интереслĕ йăла-йĕркепе пуян Инди çĕршывĕ çинчен пĕлес килет-и? Пирĕн рубрикăн паянхи хăни Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Соня Сингх.

19 Юпа, 2017

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ

Астрономири Сириус — каçхи тÿпери чи çутă çăлтăр. Сочири Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ центрне ахальтен мар «Сириус» ят панă. Кунта çĕршыври чи çивĕч ăслă ачасене пуçтараççĕ.

12 Юпа, 2017

Айăпа туйса виçĕ кун çимен

Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрне, ачасем, çитĕннисем валли çырнă вун- вун кĕнеке авторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, тĕрлĕ преми лауреатне Раиса САРПИНЕ пĕлмен шкул ачи çуках. Унăн ачалăхĕ çинчен вуласа пĕлме кашнинех кăсăклă пулĕ.

5 Юпа, 2017

Е улахра, е вăйăра

«Йăла саккунпа тан», — тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Çак каларăшăн пĕлтерĕшне Шупашкар районĕнчи Шемшер шкулĕнче вĕренекенсемпе садике çÿрекен ачасем те çирĕплетеççĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчине иленнĕскерсем чăваш тумтирне кăмăлпа тăхăнаççĕ, кирлех пулсан шăпăрлансем çăпата та сыраççĕ.

14 Авăн, 2017

Пăру утланса ĕне çитерме çÿренĕ

Хырăм хытиччен култаракан, хитре сассипе юрласа чуна тыткăнлакан, пултарулăх каçĕсенче зал тулли халăх пуçтаракан Петр Ермолаев — паян пирĕн тĕпел хăни. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмра çуралса ÿснĕ шоуменăн ачалăхĕ сирĕншĕн те питĕ кăсăклă пуласса шанатпăр.

Pages