Ирина КОШКИНА

3 Çурла, 2016

Московский тутарла юрлать, Думилин «лайк» пуçтарать

Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче Инстаграм соцсеть анлă сарăлчĕ. Унта тĕрлĕ сăнÿкерчĕк, видео вырнаçтарма пулать. Çапла майпа аккаунт хуçи мĕнле пурăннине, мĕн çинине, мĕнле кăмăлпа вăранса куна епле ирттернине, кампа выртса тăнине тата тем те пĕр пĕлме пулать. Чăваш эстрада юрăçисем ку соцсете куллен сăнÿкерчĕксем вырнаçтараççĕ. Çапла майпа çăлтăрсен пурнăçĕпе çывăхрах паллашма май пур. Эппин, иртнĕ уйăхра Инстаграмра мĕн пулса иртнине тишкерер-ха. Малалла вулас...

28 Утă, 2016

Сăнарлă ÿнере онлайн мелпе вĕрентĕç

Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа паллашнă май вĕсем пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт ăçтан тупни тĕлĕнтерет. Паянхи çамрăксем вĕреннĕ хушăрах ĕçлеççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Чун киленĕçĕ валли вăхăт уйăрма та манмаççĕ.

28 Утă, 2016

«Упăшкасăр юлсан çур çул куççуль типмерĕ»

Мăшăр пурнăçран уйрăлсан чылай çын хăйне уйра тăлăх ÿсекен чечекпе танлаштарать ахăртнех. Юратнă çын, ачасен ашшĕ, çемье тĕрекĕ çук чухне хĕрарăмăн пур ĕçе те хăйĕн пурнăçлама тивет. Тепикасси ялĕнче пурăнакан Елена Васильева 4 çул каялла мăшăрне хура тăпрапа хупланă.

28 Утă, 2016

«Ача ĕнсе çине ан хăпартăр»

Вăрманкас Кĕçтемĕрти шкулта юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Часах вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, пĕлÿ çурчĕ ачасен хаваслă куллипе тулĕ. Физкультура учителĕ Ксения Прокопьева шкултахчĕ. Яланах ĕç вырăнĕнче пулма хăнăхнăран кунта кану вăхăтĕнче те килнине каларĕ 22 çултискер.

Pages