Канаш районĕнче çĕрле те тырă выраççĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çул çÿревпе çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш, Вăрнар, Канаш районĕсенче пулчĕ. Ялсенче федерацин «2014–2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» тĕллевлĕ программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллашрĕ.