Ольга ПАВЛОВА

18 Чÿк, 2016

Ылтăн «урта»

Çак çамрăксем Раççейĕн нумай регионне çитнĕ — ломбардсене çаратса çÿренĕ. Чăваш полицейскийĕсем тăрăшнипе вĕсен криминаллă çулçÿревĕ тинех вĕçленнĕ.

Шупашкарта çамрăксем Гагарин урамĕнчи ломбарда /сăнÿкерчĕкре/ куç хывнă. Унта кĕнĕ, пысăк та хаклă /пĕтĕмпе 45 пин тенкĕлĕх/ ылтăн япаласене тăхăнса пăхнă та — тухса тарнă. Ломбард ĕçченĕсем вĕсем хыççăн чупнă-ха, анчах хăваласа çитеймен.

23 Çĕртме, 2016

Турă пÿрнĕ телейлĕ шăпа: 50 çул юратнă мăшăрпа

Ылтăн туй кĕрекинче ларакан мăшăрсене манăн чăннипех те телейлĕ тесе калас килет. Вĕсем пурнăçри мĕн пур йывăрлăха пĕрле парăнтарса çемьене упраса хăварма, ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Акă камсен чĕрисенче чăн-чăн юратупа хисеп пурăнать!

17 Çу, 2016

Арканнă «Тойотăпа» - суд тенкелĕ çине

Шупашкарти темиçе фирма директорĕсем страхлакан фирмăран укçа илес тĕллевпе ултав çулĕ çине тăнă. Анчах вĕсем пирĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем çапла ăста пуласса кĕтмен-тĕр. Миллион тенке яхăн илмешкĕн тепĕр утăм кăна юлнă — çак ушкăн полици аллине çакланнă.

Машина ăçтан?

12 Нарăс, 2016

Дачăна - канма мар, вăрлама

Унта çĕр лаптăкĕ пур та - иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче полици майорĕ Алексей Иванов /сăнÿкерчĕкре/ Çĕрпÿ районĕнчи Виçпÿрт Салине кайнă. Унта çывхарнă май сăрталла хăпарнă çĕрте район полицийĕн участковăйĕ «Газель» автомобиль чарăннине асăрхаса сисчĕвленнĕ.

Pages