С.СЕРЕГИН

15 Çу, 2015

Йывăрлăхсенчен тухĕ, предприятисене аталантарма укçа хывĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕпе Михаил Болотинпа тата вице-президенчĕпе Альберт Баковпа тĕл пулнă. Концернăн республикăри предприятийĕсен производствине ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Май уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче Тулашэкономбанкăн сăнав канашĕн ларăвне ирттерме палăртнине, унта концерна иртнĕ çулсенче кредит панă банксен умĕнчи парăмсене реструктуризацилессипе çыхăннă ыйтăва татса парассине пĕлтернĕ.

14 Çу, 2015

Кадастр хакĕсене тишкерчĕç

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ытларикун правительствăн çĕрсене патшалăх кадастрĕ тĕлĕшĕнчен хаклассипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ, налук хумалли çĕрсен кадастр хакĕсене палăртассишĕн çирĕплетнĕ патшалăх килĕшĕвĕ еплерех пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Çав çĕрсене сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕсен лаптăкĕсем кĕмеççĕ.

24 Ака, 2015

Ăратлăха лайăхлатас ыйтупа

Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче районти техник-осеменаторсемпе зоотехник-селекционерсен вĕренĕвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов выльăх ĕрчетесси, унран апат-çимĕç туса илессине ÿстересси çинчен доклад тунă. «Кольцовка» агрофирма, «Янгорчино» тата «Победа» ЯХПКсем иртнĕ 3 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен аш нумайрах сутнă. Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем асăннă тапхăрта иртнĕ çулхи çав хушăринчен сĕт ытларах туса илнĕ. Район ăна кашни ĕнерен сăвассипе те ĕçе лайăхлатнă.

5 Нарăс, 2015

АПК кăтартăвĕ ÿсĕмлĕ

Росстат пĕлтернĕ тăрăх - Раççейри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем пĕлтĕр виçĕмçулхинчен продукци - 3,7, вăл шутра тыр-пул - 12,4, çĕрулми - 3, пахча çимĕç 2,3% нумайрах туса илнĕ.

Аш-какай комбинатне выльăхпа кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ - 4,1, уйрăммăн илсен кайăк-кĕшĕк 6,7% ытларах ăсатнă. Сĕт 2013 çулхи чухлех суса илнĕ.

Pages