Комментари хушас

13 Чÿк, 2020

Çĕнĕ çул уявĕсем ирттермĕç

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

— Лару-тăру çивĕчленсе пырать, çавăнпа сыхă тăмалла. Койкăсен йышне ӳстермелле, аптекăсемпе больницăсене эмелпе тивĕçтермелле, предприяти-организацисене тĕрĕслесе тăмалла, йĕркене пăсакансене тупса палăртмалла, — терĕ лару пуçламăшĕнче Олег Алексеевич. Мускаври студентсене дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă май тăван ене таврăнакансене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, коронавируспа тата пневмонипе чирлисем валли республикăра 2300 ытла койка хатĕрленĕ. Стационарсенче 2289 çын сипленет, вĕсенчен 56-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 528 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра санаторисенче 84 çын сипленет. 3000 ытла пациента эмелпе тивĕçтермелле», — терĕ Владимир Геннадьевич. Вăл республикăри психоневрологи интерначĕсене тата ытти социаллă урежденисене изоляцие хупма сĕнчĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕ 7 процент ӳснĕ, инфекциллисен 60 проценчĕ — Шупашкарта. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те чир сарăлма пуçланă, çавна май республикăра 37 класа дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. «Чир ытларах чухне шкулта ĕçлекенсенчен тата учительсенчен ерет. Акă Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта 18 ача чирленĕ, Шупашкарти 60-мĕш шкулта — 12 ача, 64-мĕш шкулта — 19 ача», — терĕ Надежда Феофановна. ОРВИпе чирлекенсен шучĕ 3-6 çулсенчи ачасен хушшинче кăна ӳснĕ, ытти ӳсĕмрисен кăшт чакнă. Шел те, пневмонипе аптракан нумайланнă: ку эрнере 674 тĕслĕхе шута илнĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсем çак кунсенче 167 объекта тĕрĕсленĕ: суту-илӳ предприятийĕсене, МФЦсене, Элĕк районĕнче шкулсене... Хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курас, дезинфекци тăвас енĕпе ыйту нумай пулнă.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсен ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, юлашки кунсенче çав ушкăнсен шучĕ ӳснĕ. «Район-хуласенче вĕсем 300 хут рейда тухнă, 44 çитменлĕх тупса палăртнă. Общество транспортĕнче 500 ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Ку енĕпе ытларах Вăрнар, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенче аван ĕçленĕ», — терĕ вăл Йĕпреç, Куславкка, Шупашкар, Вăрмар, Тăвай тăрăхĕсенчи мобильлĕ ушкăнсен ĕçне вăйлатмаллине палăртса.

Лару вĕçĕнче Олег Николаев кафе-столовăйсенче Çĕнĕ çул корпоративĕсем, ытти учрежденире уявпа çыхăннă мероприятисем ирттерме чарнине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru