Комментари хушас

13 Чÿк, 2020

Вокзалта дезинфекци тăваççĕ

ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн коронавирус инфекцийĕнчен упрас тĕллевпе общество вырăнĕсене дезинфекци тумалла. Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче те çак ĕçе туса пыраççĕ.

Вокзал пуçлăхĕ Людмила Нягина каланă тăрăх, дезинфекцие каçхине 22 сехет хыççăн тăваççĕ. «Ун чухне вокзалта пассажирсем çук. Дезинфекци тунă хыççăн чӳрече-алăксене уçса уçăлтаратпăр. Уйăхра 2-3 хут дезинфекци тăватпăр. Куллен вокзалта кашни икĕ сехетрен урайне, саксене, алăксене, чӳрече янахĕсене çăватпăр. Пӳлĕмсене уçăлтарсах тăратпăр», — терĕ Людмила Петровна.

Вокзал пуçлăхĕн пулăшуçи Татьяна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, вокзала санитайзерсемпе, антисептиксемпе тивĕçтернĕ, усă курнă маскăна пăрахмалли ятарлă контейнер лартнă. Пассажирсене маска тăхăнмаллине асăрхаттарсах тăраççĕ. Полици ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем ирттереççĕ. Вокзал пуçлăхĕ каланă тăрăх, юлашки вăхăтра пассажирсен йышĕ самай чакнă, çавăнпа пуйăссен шучĕ те сахалланнă. Сăмах май, пуйăссене Федерацин пассажирсен компанийĕ тĕрĕслесе тăрать. Пуйăс çула тухиччен пĕр сехет маларах вакунсене дезинфекци тăваççĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем.