Комментари хушас

16 Чÿк, 2020

«Онегинпа» ытти çитĕнÿ «пĕр çыхăра» пулччăр

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ку хутĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулчĕç. Ачасем тĕлĕшпе те сыхлăх кирлĕ, çитĕннисен те асăрхануллă пулмалла.

Çапах канашлăва Олег Николаев саламсенчен пуçларĕ. СССР халăх артистки Вера Кузьмина 97 çул тултарнă — унăн ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, ăна ырлăх-сывлăх сунчĕ. Тепĕр салам — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ячĕпе. Унăн «Царская невеста» спектаклĕ çак кунсенче Раççей шайĕнчи «Онегин» наци опера премине тивĕçнĕ.

Олег Алексеевич сĕнÿ те пачĕ: çулталăк вĕçленсе пынă май ентешĕмĕрсен кăçалхи çитĕнĕвĕсене «пĕр çыхха» пухасси пирки шухăшласа пăхмалла. Проекта социаллă сетьре тÿрре кăлармалла-и, тен, урăх мелпе усă курмалла, анчах, ун шучĕпе, çулталăк мĕнле ăнăçусемпе, пулăмсемпе палăрса юлнине пухса пĕрлештермеллех.

Çитес çулхи чи паллă пулăмсенчен пĕри вара Сăр тата Хусан оборона чиккин строителĕсене чысласа лартакан палăк пулĕ. Ăна Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче çĕклеме палăртнă, федераци укçипе тумалла. Регион ертÿçи çĕршыв шайĕнче мемориал проектне хатĕрлемелли конкурс пуçланни çинчен пĕлтерсе архитекторсене унта хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вара Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова сăмах илчĕ. Пăшăрханса пĕлтерчĕ: ачасем аманса больницăсенчен, медиксенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк. Шел те, ачасем вилнĕ тĕслĕх те нумай. Пĕлтĕр çавнашкал 36 инкек пулнă, кăçал — 32. Çав шутра пĕчĕкскерсене вĕлерни те пулать. Кăçал икĕ преступление шута илнĕ. Юлашки тĕслĕх эрне каялла пулнă. Шупашкарта çырмара тин çуралнă ача виллине тупнă — пепке амăшне кирлĕ пулман… Алевтина Николаевна каланă тăрăх, кунашкалли пур чухне те ача амăшĕ социаллă пурнăç енĕпе йывăрлăха лекнипе сăлтавланмасть. Çак юлашки тĕслĕхре те, сăмахран, хĕрарăм ĕçлекенскерех пулнă — садикре воспитательте тăрăшнă.

Çапах çие юлнăскерсене, пĕчĕк ачаллăскерсене тĕрев пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарти хĕрарăмсен кризис центрĕн пулăшăвĕ питĕ курăмлă — кăçал кăна унăн пулăшăвĕпе вун-вун çын усă курнă. Анчах вăл кăна, уполномоченнăй шучĕпе, çителĕксĕр. Алевтина Николаевна çакнашкал центрсене темиçе район валли Канашра тата Етĕрнере те уçма сĕнчĕ.

Вăл çавăн пекех граждансенчен килекен ыйтусем тавра та сăмах пуçарчĕ. Темиçе ыйту муниципалитетсенче ачасем валли тунă вăйă площадкисемпе çыхăннă. Вĕсене укçа панă та — унпа усă курнă, анчах çав площадкăсем ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтермеççĕ иккен. Уполномоченнăй пĕр тĕслĕхпе хăй те вырăна кайсах интересленнĕ — çырура пĕлтерни тÿрре тухнă.

Олег Николаев кунашкаллипе çырлахма юраманнине палăртрĕ. Кивĕ площадкăсенче çитменлĕхсем пулма пултараççĕ, анчах çĕннисем валли тăкакланатпăр тăк — хăрушсăрлăх чи малта пулмалла. Строймина ку ыйтăва тĕпчеме хушрĕ — кăлтăксене пĕтермелли пирки асăрхаттарчĕ.

Хăрушсăрлăхăн тепĕр енĕ çитĕннисене пырса тивет — çынсем алкоголь шĕвекĕсемпе наркăмăшланасран сыхланас тĕлĕшпе йышăнакан мерăсен уссине тишкерсе хакларĕç. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пытармарĕ: республикăра кăçал çынсем вилессин кăтартăвĕсем палăрмаллах хушăннă. Çав шутра — спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланнине пула та. Канаш хулинче, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенче, ытти хăш-пĕр муниципалитетра статистика пушшех йывăр. Ăçта ĕçкĕ — унта преступлени. Çĕмĕрле, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенче ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ пысăк.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова вара ыйту çивĕчлĕхне тепĕр енчен сăлтавларĕ. Ăçта эрехĕн саккунлă суту-илĕвĕ чакать — унта саккунсăр суту-илÿ вăй илет. Республикăра кăçал сутнă алкоголь калăпăшĕ 4,5% пĕчĕкленнĕ. Муниципалитетсене илес тĕк — Патăрьел, Элĕк, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсен кăтартăвĕсем чакнă. Çакă унта пурăнакан халăх сахалрах ĕçме пуçланипе сăлтавланнине тем пекех шанас килет, анчах ку хайхи вăрттăн суту-илÿ вăй илнин кăтартăвĕ те пулма пултарать — ĕç-пуçа тишкерни вырăнлă.

Ĕçкĕ хăрушлăхĕ вара çынсем наркăмăшланни çеç те мар – чылай анлăрах. Кун пирки ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров сăмах пуçарчĕ. Çынсем пушарсенче вилеççĕ, шывра путаççĕ: нумай чух — ÿсĕрле. Юлашки вунă çулта çак сăлтавене пула Чăваш Енре 1,2 пин ытла çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 803-шĕ ÿсĕр пулнă. Нумаях пулмасть Пăрачкав районĕнчи пушарта тăваттăн çунса кайнă. «Çынсем унта ĕçме пуçтарăнни пирки ял-йыш питĕ лайăх пĕлнĕ. Пĕри Мускавран ĕçлесе таврăннă та — ун укçипе ĕçнĕ. Çакă темиçе куна тăсăлнă, анчах никам та ни ял тăрăхĕн администрацине, ни полицие шăнкăравламан…» — пăшăрханса каларĕ Вениамин Иванович. Систернĕ тĕк — тăватă çын пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ пулĕччĕ. Çуртра пушар тухнине ял-йыш ирхине 4 сехет çитеспе вут-çулăм пÿрте тăрри таранах ярса илсен тин асăрханă. Ÿсĕр çынсем çав вăхăтра çывăрнă ĕнтĕ — хĕрлĕ автан тыткăнĕнчен тухайман.

Канашлу вăрман лартас ĕçсене пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев кăçал 1068 гектар çинче тĕрлĕ йывăç хунавне лартса хăварнине пĕлтерчĕ. Вунă çул каялла çуннă вăрмансене çĕнĕрен чĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ, паян çав лаптăксен 95% çамрăк хунавсем йышăнаççĕ ĕнтĕ. Шел, 2020 çул та вăрмансенчи пушарсемсĕр пулмарĕ. Ака уйăхĕнче Улатăр районĕнче самай пысăк лаптăка вут-çулăм ярса илнĕ. Сиен — 19 миллион тенкĕлĕх. Çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă, пушаршăн айăплисене тупса палăртайман-ха.

Республика Пуçлăхĕ хăй те йывăç лартмалли акцие хутшăннă та — çак ĕç пысăк пĕлтерĕшлине пайăррăн палăртрĕ. Шÿтлерĕ те: «Йывăç лартни çынсем ĕçкĕпе иртĕхесрен те питĕ лайăх…»

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.