Комментари хушас

16 Авăн, 2014

Хăмăшри Ровеннăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ

Çĕр çинчи кашни çын хăйне евĕр, илемпе хитрелĕхе те хăйне май йышăнать. Чун-чĕрене хĕпĕртев кÿрекен пĕчĕк япала та пирĕн пултарулăха ăнланма пулăшать.

Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче пурăнакан Ровенна Васильевăн хуçалăхĕнче ăсталăхпа, пултарулăхпа, ĕлккенлĕхпе тахçанччен киленме пулать. Ровенна Геннадьевна картишĕнчи кану вырăнне те, чечек клумбисене те хăйне евĕр тунă. Унăн хуçалăхĕнче юрăхсăра тухнă япаласем те "чĕрĕлнĕ". Кивĕ куршаксем валли те вырăн тупăннă. Пахчара хăйне евĕр "çынсем" хуçаланаççĕ. Кивĕ калушсемпе атăсенче тĕрлĕ ÿсен-тăранпа чечек ешерет. Садра вара çуллахи вăхăтра хĕвелтен пытанмалли беседка хăтланă. Ун çывăхĕнчи тĕм çинче "аист" йăва çавăрнă... Садра та, пахчара та, çурт умĕнче те чечексем хĕм сапаççĕ.

 

А.ГРОМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.