Комментари хушас

12 Кăрлач, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 1 (6451) № 12.01.2023

Пĕрремĕш хут грамота илсен унпа юнашар çывăрнă

Арина Галкина литературăра пĕрремĕш утăмсем тăвать кăна-ха. Шкул саккинченех сăвă çырма юратакан пике пĕлтĕр «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсне хутшăннă. Унăн хайлавĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер уйрăмах килĕштернĕ.

Урине пĕçертсен те… — Пĕлтĕр, çулталăк вĕçĕнче, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сборник кун çути курчĕ. Унта литература конкурсне хутшăннă çамрăксен мĕн пур хайлавĕ кĕнĕ. Кĕнекере санăн сăввусем те пичетленнине мана савăнса каласа кăтартрăн, Арина. — Паллах, савăнтăм. Ку конкурса эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Малти вырăн йышăнаймарăм пулин те жюри членĕсем манăн сăвăсене ырлани — калама çук пысăк чыс. Уйрăмах Юрий Сементер кăмăлланине пĕлтерчĕç. Çавăн пек хак парсан мĕнле савăнмăн? — Хаçат вулаканĕсене хăвăнпа çывăхрах паллаштарсам. — Эпĕ Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере асли пулнăран яваплăха туйса ӳсрĕм. Хамран 2 çул кĕçĕнрех шăллăма пăхаттăм. Аттепе анне ирех ĕçе тухса каятчĕç. Астăватăп-ха: вăл вăхăтра хирте пай паратчĕç. Ирхине кăмака хутса хăваратчĕç, анне унта апат пĕçеретчĕ. Эпĕ чукуна унтан кăларса шăллăма яшка çитереттĕм. Çывăх çынсем каланă тăрăх, эпĕ ăна юрласа çывăрттарнă. Пĕррехинче аттепе анне мана вăрттăн пăхса тăнă. — Сăвă тахçанах çыратăн-и? — Эпĕ 5-мĕш класчен ялти шкулта вĕрентĕм, кайран Хирти Явăша çӳрерĕм. Лариса Никифоровăпа Татьяна Васильева вĕрентекенсем мана пулăшса, çул уçса пынипе тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăм, ытларах — сăвă-хайлав илемлĕ вулакансен конкурсĕсене. Пĕррехинче район шайĕнче çĕнтертĕм те мана Шупашкара яма йышăнчĕç. Унта кайиччен икĕ кун маларах урана пĕçертрĕм. Вăл хуçланми пулчĕ. Конкурса ыратакан урапах кайма тиврĕ. Çитменнине, манăн сцена çинче Ганс Андерсенăн «Девочка со спичками» калавне илемлĕ вуламаллаччĕ. Ку — тунсăхлă хайлав. Вуланă вăхăтра пĕр вырăнта кăна тăмалла мар, лармалла та. Хамăн ура ыратать, куççуль тухать. Йывăр пулсан та вуларăм. Урана шăпах чĕркуççи тĕлĕнче, хуçланакан вырăнта, пĕçертнĕччĕ. Пĕррехинче урокра учитель пурне те сăвă çырма хушрĕ. Ку ĕç мана тӳрех кăмăла кайрĕ. Пĕрремĕш сăввăма, «Тăван кил» ятлăскере, вĕрентекен килĕштернĕ хыççăн манăн малалла çырас туртăм çуралчĕ. Хамăн сăвăсене ниçта та пичетлемен, тетраде çеç çырса пынă. Хаçат редакцийĕсене яма вăтаннă. Халĕ те ниçта та пичетлеместĕп. — Пĕр паллă юрăра: «Арина черчен…» — тесе юрлаççĕ. Эсĕ черчен кăна мар, хастар та! — Шкулта вĕреннĕ вăхăтра, 2016 çулта, «Шкул пики» республика конкурсне хутшăнма тӳр килчĕ. Район центрĕнчи клуб ертӳçи Владимир Павлов мана хатĕрленме пулăшрĕ. Район чысне хӳтĕлесе 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Пултарулăх тупăшăвĕнче юрă юрларăм. — Эсĕ юрлама кăмăлланине асăрхарăм. — Юрлама сăвă çырма пуçличченех тытăннă. Манăн асанне те, кукамай та, атте те хăй вăхăтĕнче юрра-ташша ăста пулнă. Асанне Валентина Павловна çĕре кĕчĕ. Вăл манăн фанатчĕ. Ман çинчен хаçатра çырнă статьясене пухса пыратчĕ. Тĕлĕнеттĕм унран. Кукамай Луиза Михайловна пурăнать-ха. Атте купăс калатчĕ, вăл мана юрлама вĕрентетчĕ. Музыкăпа мĕн пĕчĕкрен çывăх эпĕ. Сцена çине пĕрремĕш хут 8 çулта, районти клубра иртнĕ çемье пултарулăхĕн фестивалĕнче, тухрăм. Асаннепе пĕрле юрларăм, аттен шăллĕ купăс каларĕ. Çавăн чухне мана грамота пачĕç. Вăл пурнăçăмра пĕрремĕш пулчĕ. Питĕ савăннипе ăна юнашар хурса çывăртăм. /кулать. — Авт./ Сцена хăйĕн патне илĕртрĕ. Районти конкурссене хутшăнаттăм, малти вырăнсене йышăнаттăм. Ытларах чăваш юррисене шăрантараттăм. Эпĕ музыка шкулне çӳремен. Пире музыка учителĕ лайăх вĕрентетчĕ. Унсăр пуçне Комсомольски салинчи культура çуртĕнче ĕçлекен Виктор Кокшин патне çӳреттĕм. Вăл пĕр çулхине «Мехел» республика конкурсне илсе кайрĕ. Çавăн чухне мана, 12-ри хĕрачана, телевиденипе кăтартрĕç. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Хир сыснин какайĕ маншăн чи пахи»

Паваркассинчи Тимофеевсем çак чĕр чунсене усраççĕ

Çĕрпӳ районĕнчи Паваркасси ялĕнче кун çути курнă Анатолий Тимофеев чылай çул Шупашкарта пурăннă. Çулсем иртсен тăван тăрăха таврăнса унтах тĕпленесси çинчен шухăшламан та тен. Халĕ вара уншăн ялта хăй çĕкленĕ çуртран тата пысăк хуçалăхĕнчен çывăхраххи, хаклăраххи çук. Тимофеевсен кил картинче выльăхпа пĕрле хир сыснисем те хăйсене лăпкă, хăтлă туяççĕ. Темиçе çул каялла вĕсен хуçалăхĕнче страуссем те мăнаçлăн уткаланă…

Хаклă парне Анатолий Андреевич хăйне чăн-чăн хресчен тесе шутлать. Ялта ӳснĕскершĕн кунти сывлăш чи сипли. — Çемьере тăватă ача çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — асли. Çывăх çыннăмсем вырăнти колхозра ĕçлетчĕç. Анне Анастасия Григорьевна сысна пăхатчĕ, уй-хир бригадинче те тăрăшатчĕ. Атте Андрей Тимофеевич механизаторччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче ял хуçалăх техникипе ĕçлекенсем хисепреччĕ. Ака, вырма вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хурасси йăлараччĕ. Малта пыракансене хĕрлĕ ялавпа чыслатчĕç. Вăл аттен комбайнĕ çинче час-час вĕлкĕшетчĕ. Пире, ачисене, мĕнлерех мăнаçлантарнă вăл! Астăватăп-ха: 1970 çулта ырми-канми ĕçленĕшĕн аттене телевизор парнелерĕç. Ун чухне ялсенче кунашкал техника питех пулман. Кӳршĕ-аршă пирĕн пата тĕрлĕ кăларăм пăхма пухăнатчĕ, — аса илӳ авăрне путрĕ Анатолий Андреевич. — Ял аталанса, çĕкленсе пынă тапхăрта ӳсрĕмĕр. Колхозра ĕçлекенсем валли çуртсем тăватчĕç, клуб та хăпартнăччĕ. Çавнашкал стройкăсем пуçарсан атте йывăç хатĕрлеме çӳретчĕ. Вăрман кăларма Атăл леш енне, Сосновкăна, каятчĕç. Хĕлле çӳретчĕç. Ун чухне трактор кабининче ăшă пулман. Пайтах шăннă ĕнтĕ, мăнтарăнсем. Çавăнпах аттене чир-чĕр çыпăçрĕ пуль. Шел те, 59 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Çамрăк чухне ашшĕне шанса панă тимĕр «карап» çинче комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă Анатолий техника специальноçне алла илме ĕмĕтленнĕ. Харăсах икĕ çĕре вĕренме кĕнĕ. Ял хуçалăх институтне — куçăн мар майпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче каçхи уйрăмра пĕлӳ пухнă. Университетра 4-мĕш курс пĕтерсен ăна ĕçе вырнаçма сĕннĕ. Шупашкарти 18-мĕш училищĕре вĕренекен çамрăксене производство тĕлĕшпе практика пĕлĕвĕ пама тытăннă вăл. Ун хыççăн Лапсарти вĕренӳ комбинатĕнче педагог тивĕçĕсене пурнăçланă. — Ĕç биографийĕ аванах пуян. Самана улшăннă май тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пăхрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Мускава та çӳрерĕм. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Туйне тума шутларăмăр-ха, анчах хĕрĕ çук»

Ялта ăна Элексантăр тете тесе чĕнеççĕ. Унăн пурнăçĕ пирки çырас тăк вăл пĕр кĕнекене те вырнаçаймасть. Кăçал 93 çул тултаракан Элексантăр тете Патăрьел районĕнчи Козловка ялĕнче çуралнă, унтах пурăнать. Вăл — Козловка ялĕн тантăшĕ. Тĕрĕссипе, Элексантăр тете унран пĕр çул аслăрах та. Çак ял кӳршĕри Çĕнĕ Ахпӳртрен 1929 çулта уйрăлнă. Тепĕр çул Александр Каштанов çуралнă. Унăн 3 тетĕшĕпе аппăшĕ Çĕнĕ Ахпӳртре кун çути курнă.

Çĕпĕре тухса кайнă Александр Егоровичăн ашшĕ, Якур тете, ялти чиркӳре алтарникре ĕçленĕ. Ачисем мĕн пĕчĕкренех Турă çурчĕ çумĕнче ӳснĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Патăрьел тăрăхĕнче чиркӳсене хупма тытăннă, 1937 çулта Çĕнĕ Ахпӳртри те ĕçлеме пăрахнă. Пачăшка арестленĕ, чиркӳрен япаласене илсе тухма тăрсан Якур тете алăка питĕрнĕ те çăраççине арăмне пытарса хума хушнă. Йĕрке хуралçисем киле ухтарма çитнĕ, Якур тетене милици тăрăх сĕтĕрме тытăннă. Çăраççине пур çĕрте те шыранă. Тупайман. «Эпир, пĕчĕкскерсем, милиционерсем пӳртре ухтарнине пăхса тăтăмăр. Чӳрече анисене, минтерсене чыша-чыша пăхрĕç, аннен арчине йăлт силлерĕç, тĕп сакайĕнче, сарайĕнче шыраман вырăн хăвармарĕç. Анне çăраççине чăлхи ăшне чикнĕччĕ. Ăна тупаймарĕç, тухса кайрĕç. Аттене пĕр эрне нушалантарчĕç. Ирхине илсе каятчĕç, каçхине яратчĕç. Атте çăраççине çавах памарĕ. Анчах пурпĕрех чиркĕве çĕмĕрсе кĕчĕç. Йăлт тустарчĕç, çĕмĕрчĕç. Кайран унта шкул туса хучĕç. Анне чиркӳ çăраççине Тăрăн чиркĕвне кайса пачĕ. Атте ялта текех пурăнма май çуккине ăнланчĕ. Аттепе анне Свердловск облаçне вербовкăпа каякансемпе пĕрле çула тухма шутларĕç. Пире те хăйсенчен хăвармарĕç. Икĕ тете çитĕннĕччĕ ĕнтĕ, Кире поселокне ĕçлеме кайнăччĕ. Вĕсем пирĕнпе пĕрле пымарĕç. Ун чухне эпĕ иккĕмĕш класа çӳреттĕм. Тепĕр тетепе аппа пире леçме тесе Çĕпĕре пычĕç те унтах юлчĕç. Атте çеç каялла таврăнчĕ. Пурнăç лайăхлансан пырса илме шантарчĕ. Çавăнтанпа эпир ăна курман. Яла çитсенех аттене арестленĕ. Кун пирки тетесем çырса пĕлтерчĕç. Çĕпĕрте те пурнăç çăмăл пулмарĕ. Кивĕ баракра пурăнаттăмăр, унтан та кунтан çил вĕретчĕ. Пурăнмалли условисем пулман. Çимелли çинчен вара калаçмалли те çук. Çулла çырла çисе пурăнкалаттăмăр, пулă тытаттăмăр. Пĕррехинче пирĕнтен 2-3 çул аслăрах ача, хамăрпа пĕрле пынăскер, кимĕ çинче пулă тытса ларнă чухне чутах шыва путармарĕ. Тăван кил тăванах çав. Анне яла каймалла теме пуçларĕ. «Тен, аçуна тĕрмерен кăларнă», — тетчĕ. Унран нимĕнле хыпар та çукчĕ. Ăна Улатăра илсе кайни çинчен çеç пĕлеттĕмĕр. Ун чухне вăрçă пуçланманччĕ-ха. Тетепе аппана заводран вĕренме янăччĕ. Вĕсем те Çĕпĕрте юлмарĕç, пирĕнпе пĕрлех таврăнчĕç. Пĕрле кайнă ытти çемье те каялла килчĕ. Пире шыва путарма хăтланнă ача та амăшĕпе яла таврăнчĕ. Ачи ытла та чăрсăрччĕ. Пуйăса ларас умĕн билетне çухатрĕ. «Тирпейлĕ пуçтарса чикме хушрăм вĕт сана!» — тесе йĕчĕ амăшĕ. Шелленипе вĕсене вакунра хамăрăн путмар сакки айĕнче пытарса килтĕмĕр. Талăкĕпех килмелле вĕт. Çак ача айне ячĕ. Тухма юрамасть, курсан антарса хăвараççĕ. Анне йĕпе вырăна çĕтĕкпе типĕтсе пычĕ. Çапла илсе çитертĕмĕр вĕсене. Эпир кайнă чухне ялта пирĕн çурт аванах ларса юлнăччĕ. Хапхи кăна вĕрлĕкренччĕ. Киле çитрĕмĕр те — пӳрт кăшкарĕпе алкум кăна тăрса юлнă. Алкум урай хăмисене те хăйпăтса кайнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.