Комментари хушас

11 Чÿк, 2014

Асăрханасси чакнăран кăçал 50 çын путса вилнĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче ачасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсем валли тасатмалли сооруженисем тăвасси çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа кăтартнă.

Шомик ялĕнче 4 лагерь ĕçлет: Шупашкар хулинчи ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Березка» диспансер, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин республикăри ачасен «Лесная сказка» санаторийĕ, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Солнышко» лагерь, «Утес» санатори.

«Лесная сказка» лагерьте 2013 çулта тасатакан сооруженисене хута янă. Строительство хакĕ - 10,83 млн тенкĕ. Ытти лагерьте тасатакан сооруженисем тумалли хаксем енĕпе рынокри сĕнÿсене пăхса тухнă.

Çитес çулта объектсене хута ярас тĕллевпе Иван Моторин çине тăрсах ĕçлеме хушнă.

2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем çинчен Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ.

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленсе ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби» хысна учрежденийĕ çăлавçăсен комплекслă вĕренĕвне, водолаз-çăлавçăсен тренировкисене ирттернĕ, вĕренÿ учрежденийĕсенче пăр çинчи асăрханулăх мерисем, харпăр хăйне тытмалли йĕркесем çинчен ăнлантарас енĕпе занятисем йĕркелеççĕ.

В.Петров палăртнă тăрăх - çулталăк пуçланнăранпа республикăри шывсем çинче 57 инкеке /пĕлтĕрхи çак вăхăтра - 62/ регистрациленĕ, унта 50 çын путса вилнĕ, çав йышра 9 ача /пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 56, çав йышра 10 ача/. Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче инкек ытларах пулнă.

Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Еландаев техникăн çулленхи техосмотрне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикинче 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Гостехнадзор органĕсенче 23050 единица трактор, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе вĕсен çумне кăкармалли хатĕр регистрациленĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан техника шучĕ 525 единица чухлĕ /2%/ ÿснĕ.

Евгений Еландаев çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, АПК предприятийĕсемпе организацийĕсен хушшинче хĕллехи тапхăрта техника управне йĕркелес енĕпе республикăри смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Патăрьел районĕнчи «Труд» ЯХПК смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕшĕнче - Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК тата Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» фермерсен пĕрлĕхĕ. Çавăн пекех Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» фирма тата «Авангард» ОООн Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ малти вырăнсене пайланă.

А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.