Физкультура факультечĕ - 45 çулта

11 Чÿк, 2014

Çак кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультура факультечĕ уçăлнăранпа 45 çул çитнине уявланă.

РСФСР Çутĕç министерствин 1969 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ çĕнĕ тытăма ертсе пыма СССР спорт мастерне Аркадий Улангина çирĕплетнĕ. Çак тапхăртанпа унтан 3000 ытла специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсем тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче, спорт керменĕсенче, патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче вăй хураççĕ. Факультетра Ардалион Игнатьев, Валерий Ярды, Николай Пуклаков, Александра Деверинская, Алина Иванова, Валерий Андреев, Ирина Калентьева тата ытти паллă чылай спортсмен пĕлÿ илнĕ. 1999 çултанпа унта аспирантсене хатĕрлеççĕ, паянхи кун тĕлне 30 çамрăк педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн степенне тивĕçнĕ. 2005 çулта физкультурниксем çĕнĕ çурта куçнă, каярах студентсем валли ятарлă стадион хута кайнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.