Çамрăксен хаçачĕ

19 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ ", 38 /6027/ №, 19. 09. 2014

Шупашкарти Петров урамĕнчи 9-мĕш çурт ишĕлме пуçланă.

Вĕрентекен ачасен çамки çине "2" лартнă.

Лия Черновăран илнĕ интервью.

"Егор амăшĕ хăйĕн патне илсе каясран хăрать".

Чечняра хыпарсăр çухалнă салтака 4 çул çурăран тупнă.

19 Авăн, 2014

Спартакиада малалла ăнтăлма хистет

Авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче «Ачалăха тавăрар» проектпа килĕшÿллĕн Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли «Атăлçи спорт Олимпĕ» Спартакиада иртрĕ. Ăмăртăва федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионти ача çурчĕсенчен 13-18 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хутшăнчĕ.

19 Авăн, 2014

Эстрада артисчĕсем зарядкăна чĕнеççĕ

Юлашки вăхăтра республикăра «çăлтăрсемпе» зарядка ирттересси йăлана кĕчĕ. Авăнăн 13-мĕшĕнче ăшă та хĕвеллĕ çанталăк тăчĕ. Çак кун чăваш эстрада артисчĕсен союзĕ, унăн ертÿçисенчен пĕри Петр Ермолаев пуçарнипе, Шупашкарта зарядка ирттерчĕç. Çакăн чухлĕ «çăлтăра» концертра та курма çук.

Pages