Çамрăксен хаçачĕ

17 Юпа, 2014

“Пирĕн республикăра кунашкал мероприяти пулманччĕ”

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртрĕ. Уява тĕнчери 20 çĕр-шыв, Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн çыннисем çитнĕ. Çав шутра - министрсем, кĕпĕрнаттăрсем, Правительство ĕçченĕсем, паллă спортсменсем. Мероприятие хутшăннă аккредитациленнĕ çынсем 2767-ĕн пулнă.

17 Юпа, 2014

Черетлĕ çул çÿрев вĕсене савăнăç кÿрĕ

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти психологи, педагогика тата реабилитаципе коррекци центрĕнче «Ачалăха тавăр» проектпа килĕшÿллĕн иртекен «Ума палата» вăййăн регионти тапхăрĕ иртрĕ.

14 Юпа, 2014

“Хамăр позицие çĕнĕ шая çĕклĕпĕр”

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна РФ спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ.

10 Юпа, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанни сисĕнет”

Форумăн пĕрремĕш кунĕнчи кăсăклă самантсем

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн виçĕ куна пыракан мероприяти программи анлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ăслăлăх конференцийĕ, курав ирттет, «çавра сĕтелре» спортпа физкультура аталанăвĕ тавра калаçаççĕ. Унсăр пуçне Раççей спорт çăлтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

Pages