Хресчен сасси

9 Юпа, 2015

Тимлĕ этем тимĕр татнă

Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçленĕ тапхăра паянхи пекех асра тытать Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче пурăнакан Николай Гаврилов. Ир пуçласа каçчен машинăпа трактор паркĕнче вăл. Тракторисчĕ те, водителĕ те кашни кун ун патне пыратчĕ: пĕрне пĕр детале кирлĕ шая çитерсе, теприне авнă тимĕре тÿрлетсе памалла... Вăйпитти арçын пурин ыйтăвне те вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатчĕ: ара, ĕç тăрать-çке, çавăнпа вăраха тăсма юрамасть. Кашниех ĕçшĕн ăна тав сăмахĕсем каласа тухса каятчĕ. Ăсталăхĕ пурахчĕ Николайăн. Ятарлă пÿлĕмре тимĕре кăмакара хĕртетчĕ те хыççăн алла мăлатук тытатчĕ.

9 Юпа, 2015

«Юрататăп хамăн ĕçе»

Алена Антонова - Муркаш районĕнчи Шурчари çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. 11 çул ĕçлет вăл кунта. Хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлать. «Çынпа ĕçлеме юрататăп. Кăнтăрла хыççăн ялйыша хаçат-журнал валеçме те çÿретĕп. Велосипед рулĕн пĕр енне - тавар, теприн çине хаçат-журнал сумкине çакатăп та ял тăрăх вĕçтеретĕп.

2 Юпа, 2015

Хăмла пахчи укăлчара

- Паян-ыран хăмла татса пĕтермелле. Ĕç вĕçленнĕ ятпа хамăрăн сăрапа хăналасшăн-ха, - терĕ «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕ Юлия Петровна Кисенко. Типтерлĕ те яка тумланнă, янăравлă саслă хĕрарăм çичĕ теçеткере теме чĕлхем çаврăнмасть.

2 Юпа, 2015

Пурнăçа ăнтарма пĕлсен

Патăрьел районĕнчи Анат Туçа тăрăхĕнче пурăнакансем пурнăçа ăнтарма пĕлеççĕ. Ĕçчен халăх килти хушма хуçалăхра мĕн кăна ÿстермест. "Ара, эпир те пахчари çĕре пушă вырттармастпăр", - тетĕр-и?

2 Юпа, 2015

Ĕне вити ăшă та типĕ пултăр

Ĕне витине кирпĕчрен е чултан тума пулать. Анчах йывăçран хăпартнине нимĕн те çитмест. Кирпĕч вите çирĕпрех, паллах. Çав вăхăтрах унта сивĕ пулнăран выльăх час-часах шăнса чирлет.

Пĕренерен купаланă вите чăтăмлă пултăр тесен никĕсне чулран тăваççĕ. Тислĕк купи патне илсе тухакан стена та чулран пулмалла. Чуллă витере стена сивĕре питĕ хăвăрт сивĕнет, япăх "сывлать". Çанталăк çуркунне енне сулăнсан час ăшăнмасть, çавна пула шалти стена вăйлă нÿрленет.

Pages