Хресчен сасси

6 Çурла, 2014

Пĕчĕкрен сăнаса ÿстереççĕ

"Питрав уявне хатĕрленмелле. Пÿрт-çурта тасатмалла, чÿречесене çумалла, тавралăха типтерлемелле. Яланхи йăла çакă", – терĕ Евгения Георгиевна Архипова ял пурнăçĕ çинчен калаçнă хушăра. Шăрăхран пытанса шыв тараси çывăхĕнчи сак çине вырнаçнă та шăкăл-шăкăл пуплетпĕр иксĕмĕр, тарават та вашават кинемее ыран тата виçмине тумалли ĕçсем шухăшлаттараççĕ. "Килĕр-çуртăр таса вĕт. Урам та типтерлĕ. Кунти халăх культурăллă пурăнать пек туйăнать", – тетĕп эпĕ. "Ара урама çÿпĕлеме памастпăр ĕнтĕ. Унта хамăр пурăнатпăр-çке.

6 Çурла, 2014

Аваллăх упрантăр асăмра

Ял историне çырас, çемье музейне анлăлатас тĕлĕшпе пурăнать Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнчи Александр Фролов. Тĕрĕссипе, ял историне вăл маларах çырса хатĕрленĕ. Ăна пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ çукран пĕр пуçлăхран пулăшу ыйтнă. Лешĕ вара самаях кÿрентернĕ ăна. Тарăхнипе хатĕр текста çунакан кăмакана ывăтнă.

6 Çурла, 2014

Йывăр шăпана çĕнтерекенсем

«Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар», – тенĕ ваттисем. Утмăл çул хушшинче мĕн кăна пулман-ши? Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрлех чăтса ирттернĕ Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Павловичпа Мария Никитична Павловсем.

Чул пек çирĕп туслăх

1 Çурла, 2014

Укçа Хураçка мар, хуçине палламасть

Çитмен пурнăçран Мускава çитнĕ чăваш хĕрарăмĕсем пирки çырнăччĕ эпĕ. Çур уйăхра 40 пин тенкĕ майлă ĕçлесе илекенсем унти йывăр пурнăçа пăхмасăрах тăтăшах инçе çула тухаççĕ. Икĕ вут хушшинче çунаççĕ: укçа та илĕртет, çемьене пăрахса хăварма та шел. Анчах кашнинчех укçа çĕнтерет. Çемье чăтать. Укçа вара çул уçать. Уçмасăр. Хăй вăхăтĕнче Чăвашра тухтăрта ĕçлесе пурнăçне саплаштаркаласа çеç пынă пĕлĕшĕм халĕ Мускавра çав ĕçпех уйăхсерен çĕр пин тенкĕ ытла укçа илет. Çулталăкра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илмелĕх укçа пухнă.

1 Çурла, 2014

Нÿхрепре ялан нÿрĕ

«Хресчен сасси – Кил» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Унта нÿхрепе мĕнле тасатмалли çинчен çырнăччĕ. Манăн нÿхрепе кăмпапа кăвакăш ярса илнĕрен пĕтĕмпех çавăнта çырнă пек туса пăхрăм. Извеçпе пăхăр купоросĕ ярса шуратрăм, анчах паян кунччен те урайĕ те, стенисем те йĕпех тăраççĕ, маччаран та тумлать. Урайĕ – цементран, маччи – плитаран, стенисем – кирпĕчрен. Тата мĕн туса пăхмалла-ши?

В. Филиппова. Етĕрне.

Pages