Хыпар

29 Пуш, 2014

Чăваш Ен команди - пиллĕкмĕш

Ярославль облаçĕнчи Рыбинскри «Метеор» спорт керменĕнче юниорсен хушшинче çĕр-шывра мала тухассишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 34 регионти 200 ытла каччăпа хĕр вăй виçрĕç.

Командăсен тупăшăвĕнче малти пилĕк вырăна Тюмень тата Омск облаçĕсен, Краснодар крайĕн, Пушкăрт тата Чăваш республикисен командисем йышăнчĕç. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - Томск, Ярославль облаçĕсен, Мускав хулин, Челябинск тата Вологда облаçĕсен спортсменĕсем. Çапла, çĕр-шыври чи вăйлă çамрăк пăхаттирсем Уралпа Çĕпĕр тăрăхĕнче ытларах пурăнаççĕ.

29 Пуш, 2014

Культура ĕçченĕсене чысларĕç

Мероприятие Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ. Салам сăмахĕнче вăл тăван тăрăхăн культура еткерлĕхне ÿстерсе, аталантарса пынин, упраса хăварнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, нумай енлĕ культура уçлăхне йĕркелеме патшалăх пысăк тÿпе хывнине каларĕ.

27 Пуш, 2014

Халăха хÿтĕлесси - тĕп вырăнта

Пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв объекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерчĕ.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комисси председателĕпе - Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕпе, шалти служба генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулчĕ. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

27 Пуш, 2014

Ăçталла çул тытатăн, тăванăм?

Инçе çула тухсан тăван кĕтес аса килет, çĕнĕ вырăна хăнăхиччен чĕрене тунсăх пусатех. Ют çĕре вăхăтлăха ĕçе кайнă-и е унта тĕпленнĕ-и - хăв çуран чупнă çаран, тинĕс евĕр хумханакан ыраш уйĕ, шăнкăрти юхан шыв ялан куç умĕнче. Сана савса утьăкка сиктернĕ аçу-аннÿрен, тăван-пĕтенрен çывăххи тата мĕн пур-ши çут тĕнчере?

Pages