Кил-çурт, хушма хуçалăх

9 Ака, 2015

Мăнкун

Çулталăкри чи аслă уяв - Мăнкун - кăçал апрелĕн 12-мĕшĕнче пулать. Вăл кашни çулах çуркунне тĕрлĕ вăхăтра килет.

Авал чăвашсем Мăнкуна нурăс уявĕнче, мартăн 21-мĕшĕнче, кунпа çĕр танлашнă кун палăртнă теççĕ ăсчахсем. Каярах христианство сарăлнă çемĕн Мăнкун Христос Чĕрĕлнĕ кунпа пĕрлешсе кайнă.

2 Ака, 2015

Чaх-чĕпе - тимлĕх, çемьене - татулăх

«Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» кăçалхи пĕр­ремĕш номерĕнче Кохинхин, Брама, Орпингтон ăратлă чăхсем çинчен çырса кăларсан пирĕн редакцие çак чăхсемпе кăсăкланса çырусем йышлăн килчĕç. Ăçта тупса илмеллине ыйтса çыракансем те пур. Пĕр адреса пĕлетĕп-ха, анчах вĕсем хăйсене валли çеç тытаççĕ. Чăх-чĕп фабрикисенче тĕрлĕ ăратлă чăхсем усрамаççĕ иккен. Тимлесех шырама тиврĕ тĕрлĕ чăх-чĕп тытакансене. Шыракан тупать теççĕ те - тупрăм...

2 Ака, 2015

Пăрçа хурчĕ - брухус

Кĕркунне çур кило пăрçа туяннăччĕ, вăрлăх тăвас тенĕччĕ. Хĕл каçа пăрçана мĕн шăтарса пĕтернĕ-ши. Йăлтах шăтăк-шăтăк.

Юрий ПЕТРОВ.

Красноармейски районĕ.

2 Ака, 2015

Утюга мĕнле тасатмалла?

Хальхи вăхăтри çĕнĕ технологипе тунă утюгсене те тĕпне çунасран хÿтĕлесех пĕтереймеççĕ. Паллах, утюг тĕпĕ таса мар чухне япалана якатасси кăткăсланать. Эппин, ăна тасатмах тивет.

Утюгри шыв лĕкĕленнин тата утюг тĕпне çуннин сăлтавĕсене пăхатпăр.

Pages