Мульчана илмелле-ши?
Пахча çимĕç йăранĕсене хура кĕркунне юман çулçипе витнĕччĕ. Çуркунне ăна пуçтарса илмелле-и?
Ольга ВИКТОРОВА.
Çĕмĕрле районĕ.
Мульчана - кĕркунне акнă йăрансене витнĕ сие - ытлашши хулăн пулсан /10-15 см/, акнă вăрлăх мульча витĕр шăтарса тухаймасан çуркунне пуçтарса илмелле. Хăш-пĕр культурăсем тарăн аксан шăтса тухаймаççĕ. Пахча çимĕç акнă йăрансем хăвăртрах ăшăнччăр, акнă вăрлăх хăвăртрах ÿссе çимĕç патăр тесен те мульчана илни пăсмасть.