Тантăш

14 Кăрлач, 2016

Ĕçне кура хисепĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă.

Хĕрарăмсем çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман - мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», - тенĕ.

14 Кăрлач, 2016

Вaл чaн-чaн анне! Cап-cутa хeвел! Токтогон Алтыбасарова...

Токтогон Алтыбасарова...
Çак кăмăллă та ырă чун-чĕреллĕ çынна хăйсен тăрăхĕнче паттăр хĕрарăм тенĕ. Сăмах-юмахĕ ахальтен тухман. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕ 150 ачана хăй хÿттине илсе вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.

Токтогон Алтыбасарова Киргизири Иссык-Куль облаçĕн Тюп районне кĕрекен Курменты ялĕнче çуралнă. Хĕрачан пурнăçĕ пыл та çу пулман. Амăшĕ тăтăш чирленĕрен шăллĕсемпе йăмăкĕсене унăн пăхма тивнĕ. Кăшт вăхăт иртсен юратнă çынни пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăрлăха пăхмасăр шав малалла талпăннă хайхискер.

24 Раштав, 2015

«Тантăш» 52 (4466) №. 17.12.2015

УПĂТЕ алăкран шаккать Сурăх çулталăкĕ пирĕнпе сывпуллашиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех Вутлă Упăте çулталăкĕ хуçаланма пуçлĕ.

Хастар хĕрача Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Кармал ялĕнче кĕрешÿ енĕпе спортсменсем хатĕрлеме пуçланă.

Ыркăмăллăх çулĕпе Раççей МЧСĕн ЧР тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем Кÿкеçри интернат шкулта «Ыркăмăллăх çулĕпе» акци ирттерчĕç.

Приматсем Çĕр çинчи чи пĕчĕк примат тесе карлик евĕр игрункăна калама йышăннă. Унăн пысăкăшĕ 11-15 сантиметрпа танлашать, 22 сантиметр тăршшĕ хÿрине шута илмесен.

24 Раштав, 2015

УПĂТЕ алăкран шаккать

Сурăх çулталăкĕ пирĕнпе сывпуллашиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех Вутлă Упăте çулталăкĕ хуçаланма пуçлĕ.

Хăнăхнă йăлапа кашни Çĕнĕ çула фейерверкпа, хаваслă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Унсăр пуçне çитес çулталăк хуçин кăмăлне тивĕçтерме тутлă апат-çимĕçпе парнесем хатĕрлемелле, кил-çурта илемлетмелле, уяв тумтирĕ туянмалла.

Pages