Канаш аталанĕ

6 Ака, 2015

Юлашки çулсенче Раççейри хуласене патшалăх пулăшăвĕпе пайăррăн аталантарасси вăй илет. Кун пек çăмăллăхпа халиччен республикăри икĕ хула - Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр - усă курнăччĕ.

Кăçал çакăн йышши пулăшăва Канаш тивĕçнĕ - вăл Раççейри 5 монохула йышне кĕнĕ.

Çак эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласене аталантармалли фонд» генерльнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та хутшăннă. Унта монохулана аталантармалли тĕп килĕшĕве алă пуснă.

Канаш инвестици проекчĕсене пурнăçлама 605,525 млн тенкĕлĕх пулăшупа усă курĕ. Пурнăçа кĕртме хальлĕхе 9-шне хатĕрленĕ. 2020 çулччен 3,7 млрд тенкĕлĕх инвестиципе усă курса Канашра 2 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: