7 Утă, 2016

«Çĕнĕрен пурăнас тăк тăван çĕртен ниçта та каймăттăм»

Пукане театрĕн артисчĕсем ыттисенчен ача чунĕллĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ача пекех çут тĕнче çине таса чунпа пăхаççĕ, асамлăха ĕненеççĕ, пурне те ăшă ытамĕнче çупăрлама хатĕр... Пушкăрт çĕрĕнчен чăваша килсе тымар янă Елена ШУРТУ алла пукане тытса е пĕр-пĕр юмахри сăнара çаврăнса куллен сцена çине тухать.

7 Утă, 2016

Вĕренÿ кĕнекисем тусан пуçтарса выртаççĕ

Александр Айдаров Эстонире пурăнать, унти Культура министерствинче ĕçлет. Çамрăкскер икĕ çул каялла доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Ача чухне вăл — йăх-несĕлсем мĕнле чĕлхепе калаçни, хăш халăх çыннисем пулни пирки шухăшламан. Çитĕнсе çитсен çакна тĕпчеме тĕв тунă.

7 Утă, 2016

Тĕрĕслев ĕçне чăвашла çырма ирĕк парĕç-ши?

Чĕлхе пирки хаçатра куллен çыратпăр пулин те чуна ыраттаракан тепĕр пулăм каллех ку ыйтăва çĕклеме хистерĕ. ЧР наци культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн хастарĕсене пуçламăш шкулта тăван чĕлхепе вĕрентессине пĕтерме пултаракан хăрушă пулăм канăçсăрлантарать. Ку, паллах, вĕсене çеç мар, мĕн пур чăваша пырса тивет. Пăлхану сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха?

7 Утă, 2016

Каспи шывĕпе çăвăнакан хĕвеллĕ Бакура...

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.

Мĕн чухлĕ палăк хăпартнă пурнăçран кайнă генисене халалласа, мĕн чухлĕ музей уçнă. Акă, сăмахран, азербайджансен пĕрремĕш халăх поэчĕн Самед Вургунăн çурт-музейĕ. Вăл лирикăн, драматургăн, куçаруçăн юлашки çулсенче хăй пурăннă ултă пÿлĕмлĕ хваттерĕнче вырнаçнă. Унта та кĕрсе куртăмăр. Виçĕ пÿлĕмĕнче нимĕн те улăштарман — йăлтах хăй ĕçленĕ чухнехи пек: çыру сĕтелĕ, ун çинче юлашки алçырăвĕсем, мăшăрĕн Хаверăн сăнÿкерчĕкĕ, авторучка, туртса пĕтермен пирус тĕпĕсем, хăй кăмăлланă фиалка чечекĕ /паллах, чĕрри мар/. Çак сĕтел çинче унăн «Вагиф», «Фархад и Ширин» тата ытти пьеси çуралнă. Çывăхрах — пукансем, кĕнекепе лăк тулли шкапсем, рояль... Ытти виçĕ пÿлĕмĕнче поэтпа çыхăннă япаласем упранаççĕ. «Пĕрре те япăх мар пурăннă Вургун», — ырă туйăмпа ăмсанса калаçрĕç тĕрлĕ çĕршывран пуçтарăннă çамрăксем. Музейре — 20 пине яхăн экспонат. Вĕсен йышĕнче чи хаклисенчен пĕри — сехет. Ăна 50-ри çыравçăн чĕри тапма пăрахсан, 1956 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, мăшăрĕ чарнă.

7 Утă, 2016

Пÿрт тулли ачашăн савăнаççĕ

Çемье этемлĕх пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кашни çыннăн мăшăрлă, ача-пăчаллă, кил-çуртлă пулмаллах. Йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçра тĕл пулакан усаллăхран хÿтĕленме те пире çемье пулăшать. Çирĕп çемьере ăшăлăхпа лăпкăлăх, юратупа çураçу хуçаланаççĕ.

6 Утă, 2016

Ăмăртура Хурамалсем çĕнтернĕ

Улатăр районĕнчи Атрать поселокĕнче ирĕклĕ пушарнăйсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Ирĕклĕ пушар хуралĕн чи лайăх подразделенийĕн ятне тивĕçес тесе унта Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенчи 6 команда тупăшнă.

6 Утă, 2016

СИПЛЕВРЕ ПЫСĂК ОПЫТ ПУХНĂ СПЕЦИАЛИСТ

Республикăри ачасен клиника больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче аслă квалификаци категориллĕ тухтăра, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне Б. Харькова уйрăмах палăртмалла.

6 Утă, 2016

ĂШĂТМА ЮРАМАСТЬ

Чылайăшĕ апата темиçе кун валли пĕçерсе хатĕрлет. Кун пек ансатрах вĕт-ха — кирлĕ чухне ăшăтса кăна çимелле. Анчах диетологсем ку яланах вырăнлă пулманни пирки асăрхаттараççĕ, мĕншĕн тесен çимĕçсене тепĕр хут вĕрилентернĕ май пулакан хими процесĕсем малтанхинчен уйрăлса тăраççĕ.

Рис

Pages