28 Çĕртме, 2016

Кадрсен çитменлĕхĕ ура ан хутăр

Чăваш Ен пирки аграри регионĕ теме хăнăхнă. Эппин, аталану та çак тытăмра пуринчен ытла пулмалла пек. Ял хуçалăх предприятийĕсем сулмаклăн ĕçлесе пыччăр тесен вара чи кирли — кадрсем. Шел, хальхи вăхăтра асăннă отрасль производстви лайăх специалистсен тĕлĕшпе пуян теме çук.

28 Çĕртме, 2016

Вăхăта кăсăклă ирттереççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ

Вĕренÿрен пушаннă хушăра ачасем тĕлли-паллисĕр ан çÿреччĕр, сывлăхне çирĕплетчĕр, харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарччăр тесе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, правительство та тăрăшать.

28 Çĕртме, 2016

Халăхшăн ĕçлесси - тĕп вырăнта

Нумаях пулмасть Шупашкарта Союзсен çуртĕнче Чăваш Республикинчи профсоюзсен организацийĕсен пĕрлĕхĕн 29-мĕш отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта Чăвашрессовпрофĕн 2011-2016 çулсенчи ĕç-хĕлне сÿтсе явнă, çĕнĕ тĕллевсене палăртнă.

28 Çĕртме, 2016

Пурнăç çулĕпе тан утнă

Ĕнер Демьян Филиппович Семенова юлашки çула ăсатма обществăпа политика деятелĕсем, ентешĕсем, вăл пулăшнипе пурнăç çулĕ çине тухма пултарнă тата малашлăх сукмакне ăнтăлуллăн такăрлакан хаçатçăсем, çывăх тусĕ-юлташĕ хурлăхлă митинга пухăнчĕç.

28 Çĕртме, 2016

«Турăш тĕрлесси - тĕлĕнтермĕш ĕç»

Елена Павловăн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО\Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн председателĕн, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăшĕсене МЧС ĕçченĕсен пултарулăх ĕçĕсен "Хавхалану сюжечĕсем" куравĕнче пĕрремĕш хут курма тÿр килчĕ.

28 Çĕртме, 2016

Чăвашсемпе мордвасен тупăшăвĕ

Шупашкарпа Саранск хулисенчи хăвăрт утакансем чылай чухне пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртнипе çапла калаççĕ. Чăваш тата мордва спортсменĕсен тĕрлĕ турнирти кĕрешĕвне курма хăнăхнă ĕнтĕ. Акă кăçал та Шупашкар кÿлмекĕпе «Олимпийский» стадионта иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче тĕл пулчĕç вĕсем.

27 Çĕртме, 2016

Вут-çулăмпа кĕрешекенсене халалласа

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра пурăнакансен ял уявĕ кăçал паллă пулăмпа асра юлчĕ: пушар деповĕн çур­чĕ çумĕнче вут-çулăмпа кĕрешекенсене халалласа палăк уçрĕç.

27 Çĕртме, 2016

Кĕрешÿ те, çĕнтерÿ те — чун суйланă ĕçрех

   Çĕнĕ саманара ирттерме пуçланă уявсенчен пĕринче — Раççей предпринимателĕн кунĕнче — çамрăк усламçăпа кĕреке хушшине ларса саркаланмарăмăр.

25 Çĕртме, 2016

Элĕксем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ

Республика кунне ирттермешкĕн кăçал Элĕксем тивĕç пулчĕç. Паллах, хăйсен ырă ĕçĕсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илчĕç çак чыса. Хăнасене йышăнмашкăн тĕплĕн хатĕрленчĕç: салана хăтлăх, тирпей-илем кĕртрĕç.

Pages