Музыка ăстисем çинчен пĕлес килет-и?

17 Нарăс, 2015

Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Композиторы Чувашии» кĕнеке - кун çути курчĕ. Унăн авторĕсем - Л.И.Бушуева, Ю.А.Илюхин. Умсăмахне искусствоведени докторĕ М.Г.Кондратьев çырнă.

Кĕнеке икĕ пайран - «Композиторы Советской Чувашии» тата «Композиторы Чувашии конца ХХ- начала ХХI века» - тăрать. Кашни очеркра вăл е ку композиторăн пултарулăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, паллă произведенийĕсемпе паллаштарнă, пичетленнĕ сочиненийĕсен списокне илсе панă.

М.Г.Кондратьев палăртнă тăрăх - кĕнекере Чăваш Енĕн профессионал композиторĕсен, Раççей Композиторсен союзĕн членĕсен пултарулăх портретне уçса панипе пĕрлех республикăри композитор искусствин пысăк тапхăрти аталанăвĕ сăнланнă.

Асăннă кăларăм ятарлă специалистсемшĕн те, Чăваш Республикин ÿнер культурипе кăсăкланакансемшĕн те усăллă пулĕ. Проекта федерацин тĕллевлĕ «Раççей культури /2012-2018 çулсем/» программипе килĕшÿллĕн федерацин Пичетпе массăллă коммуникацисен агентстви пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ.

Надежда ГЕОРГИЕВА